Судьясем Теччӗрен мар-ши?

18.04.2017 09:59 | Теччӗ (Тетюшиский) Печать

Судьясем Теччӗрен мар-ши?

Апрелӗн 14-мӗшӗнче Теччӗ хулинче спорт вăййисен «Атăлçи шевли» зонăри тапхăрӗ иртнӗ. Пурӗ ăмăртăва ултă команда хутшăннă: Апас, Пăва, Çӗпрел, Теччӗ, Кайпăç, Камско-Устьински районӗсенчен.
Мероприяти пуçламăшӗнче командăсене Теччӗ районӗнчи Вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Татьяна Красулина саламланă, ырă сăмахсемпе те хавхалантарнă. 
«Атăлçи шевлинче» вара Теччӗ районӗнчи 2-мӗш номерлӗ шкулăн команди мала тухнă. Вӗсен ертӳçи Алексей Похлебкин пулнă. Иккӗмӗш вырăна Камско-Устьински, виççӗмӗшне Пăван сборнăйӗ тивӗçлӗ пулнă.
Аса илтеретпӗр, Теччӗ районӗн команди çакнашкал ăмăртура виççӗмӗш хут мала тухать. Июнь уйăхӗнче теччӗсем «Атăлçи шевлин» республика тапхăрне хутшăнӗç.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике