И.Я.Яковлев тăван çӗрӗнче савăнăçлă митинг иртрӗ

25.04.2017 17:24 | Теччӗ (Тетюшиский) Печать

И.Я.Яковлев тăван çӗрӗнче савăнăçлă митинг иртрӗ

Чăваш чӗлхи кунӗ çывхарнă май чăваш интелигенчӗсем Кăнна Кушкине килсе патриарх çуралнă вырăна чечек çыххисем хурас йăла пур. Кăçал та ăна пăсас темерӗç пулас шупашкарсем. Апрелӗн 24-мӗшӗнче Сӗнтӗрвăрри районӗн ентешлӗхӗпе пӗрле Чăваш наци конгресӗн ӗçченӗсем, ЧР Культура министерствин специалисчӗсем, журналистсем, çыравçăсем, икӗ сехете кая юлса пулин те, килсе çитрӗç. Вӗсене Теччӗ районӗн Ӗçтăвком ертӳçи Аркадий Семенычев, районти Культура управленийӗн пуçлăхӗ Юрий Сиякин уяв ячӗпе саламларӗç. Уяв митингне ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов та хутшăнчӗ. Вăл Атăл тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен, кӳршӗллӗ республикăсен туслăхне палăртрӗ, тăванла çыхăнусене малашне те ӗçсемпе çирӗплетме сӗнчӗ. Тутарстансемпе чăвашенсем И.Я.Яковлев палăкӗ умне чечек çыххисем хучӗç, унтан патриарх çуралнă вырăнти часавăя кӗрсе тухрӗç. Кăнна Кушкинчи шкул вӗренекенӗсем чăвашла сăвăсем калани шупашкарсен кăмăлне кайрӗ. Вырăнти музей директорне Алексей Пыркина питӗ интереслӗ экскурси ирттернӗшӗн уйрăмах  пысăк тав тăвас килет. Уяв хăнасем концерт кăтартнипе вӗçленчӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике