Пӗчӗк пуканесем

15.05.2017 15:44 | Çырчалли (Набережные Челны) Печать

Пӗчӗк пуканесем

Çак кунсенче Çырчаллинчи Халăхсен туслăх çуртӗнче («Родник») 6-мӗш хут чи чипер ачасен пултарулăх конкурсӗ «Национальная куколка» иртнӗ. Конкурсăн тӗллевӗ пултаруллă ачасене пулăшасси, республикăри халăхсен культурине упраса аталантарасси. Кăçал конкурса Çырчаллирен, Елабугаран, Менделеевскран, Анат Камăран пурӗ 13 хӗр перчи хутшăннă. Вӗсен шутӗнче чăваш, вырăс, тутар, мари, армян, азербайджан, украин, удмурт, пушкăрт тата ытти халăх представителĕсене курма май пулнă. Кăçал конкурс виçӗ тапхăртан тăнă. Пӗрремӗш тапхăр – тăван чӗлхепе хăвăн пирки каласа пани, иккӗмӗш – халăх ташши, виççӗмӗш – пултарулăх номерӗ.

Конкурса йĕркелекенсем пӗр «халăх пуканине» те парнесӗр хăварман. Кашнинех пуканесем парнеленӗ. Унсăр пуçне вӗсене чечекпе, кучченеç карçинккипе, дипломпа чысланă. Вӗсен шутӗнче чăваш хӗрӗ пулни те питӗ савăнтарать. «Мисс Лучезарность» титула чăваш хӗрӗ Анастасия Алексеева  тивӗçнӗ.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике