Грузовикран ӗнесене пушатаççӗ (видео)

16.05.2017 14:52 | Лениногорск (Лениногорский) Печать

Грузовикран ӗнесене пушатаççӗ (видео)

Май уйăхӗн 10-мӗшӗнче интернета Лениногорск районӗнче «КАМАЗ» грузовикӗнчен ӗнесене кăларса ывăтнă пирки видео кăларса лартнă.

Видео-материалта выльлăх лаптăкӗнче грузовикăн уçă бортӗнчен ӗнесем ӳкни курăнать. Ӗнесем пӗр-пӗрин çине ӳкеççӗ, кашни часах тăраймаççӗ.

Хальлӗхе пӗлнӗ тăрăх, ку пулăм Кивӗ Иштеряк ялӗнчи «Лениногорск» агрофирма таврашӗнче пулса иртнӗ.

Аса илтерепӗр, мăйракаллă выльăха куçарма ятарлă трап пулмалла. Анчах та хайхисен пулман ахăр...

«Ку пулăм питӗ хăрушă. Май уйăхӗн 11-мӗшӗнчех ку пулăма тӗплӗн тӗпчесе, ӗнесене илсе килнӗ водительпе агрофирма уйрăмăн ертӳçине ӗçрен кăларса ятăм. Турра шӗкӗр пӗр ӗне те аманман», – тесе пӗлтернӗ ООО «Лениногорск» агрофирмăн ертӳçи Ирек Ягафаров.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике