Çул çинче фура тӗпӗ-йӗрӗпе çунса кайнă (видео)

16.05.2017 15:12 | Элкел (Алькеевский) Печать

Çул çинче фура тӗпӗ-йӗрӗпе çунса кайнă (видео)

Май уйăхӗн 16-мӗшӗнче 9.52 сехетре васкавлă службăн 112 номерне Элкел районӗнче Анат Элкел ял патӗнче йывăр тиевлӗ «Скания» автомашина çунни пирки хыпар çитнӗ.

Инкек вырăнне Юхмачи ял хутлăхӗн уйрăм посчӗн пушар сӳнтерекенӗсем, Элкел районӗн ГИБДД ӗçченӗсем пынă. Пырса çитсен 20 тонналлă полистироллă «Скания» фура çуннине курнă. Водитель сăмахӗсем тăрăх, вăл Анат Камăран Рязань хулине çул тытнă пулнă.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, вутпа кӗрешекенсем пушара чарнă, анчах та автомобильтен кӗлетки кăна тăрса юлнă, водителӗ аманман.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике