Чан сасси фестивалӗ

22.05.2017 16:08 | Алексеевски (Алексеевский) Печать

Чан сасси фестивалӗ

Май уйăхӗн 28-мӗшӗнче Алексеевски поселокӗнче «Алексеевские перезвоны» уява 15 çул çитнине халалласа чан сассин XV фестивалӗ «АЛЕКСЕЕВСКИЕ ПЕРЕЗВОНЫ – 2017» иртет. Унăн теми: «Ӗмӗрӗн ахрăмӗ – чан сассинче».

Мероприятийӗ Раççей, Белорусь,Украина, Кахахстан çӗршывӗнчи чан çапаканӗсем хутшăнаççӗ. Вӗсемсӗр пуçне, фольклорпа ташă ушкăнӗсем, халăх тата ăстăн юрăçăсене те курма май пулать.

Уявăн программи çакнашкал:

8.00-10.00 сехетре: тӗн литургийӗ

11.00 - 12.30 сехетре: гала-концерт

13.00 - 18.00 сехетре: фестивалӗнчи марафон

20.00 - 22.00 сехетре: уçă сывлăшра иртекен концерт

22.00 сехетре: уяв салючӗ.

Унсăр пуçне, пӗр кун маларах, май уйăхӗн 27 мӗшӗнче, Алексеевскинче «Колокольные звоны: история, традиция, современность» наукăпа практика конференцийӗ иртет. Çав кунах 13.00 сехетрен пуçласа 15.00 сехетчен чан сассипе çыхăннă тӗрлӗ мастер-классем те пулаççӗ.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)
Еще в этой категории: « Ача çунса вилнӗ

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике