Васкавлă хыпар: купăсçăсен фестивальне каллех куçараççӗ

24.05.2017 09:19 | Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский) Печать

Васкавлă хыпар: купăсçăсен фестивальне каллех куçараççӗ

Çакăн çинчен редакцине мероприятие йӗркелекенсенчен пӗри Артем Носков пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, купăсçăсен уявне 2016 çулта октябрь уйăхӗнче Хусанта ТР ЧНКАн отчетпа-суйлав Конференцийӗ хыççăн ирттерме палăртнăччӗ. Заявкăсем те чылай килнӗччӗ. Анчах та Туслăх Çурчӗн ертӳçисем ăна урăх вăхăта куçарма сӗнчӗç. Хӗлле мероприятисем нумай тесе фестивале çуркуннене куçарма йышăнчӗç, автономи планне кӗртрӗç, унăн иртес вырăнӗ те улшăнчӗ. Çав вăхăтра пирӗн вулакансем редакцине фестивалӗн ятне тӗрӗс мар панă тесе критиклеме тытăнчӗç: «Купăс вылямаççӗ, калаççӗ. Çакна чăвашла лайăх пӗлмен çын кăна çырма пултарать», – терӗç. Çак йăнăша вырăсларан тӳррӗммӗн куçарнипе тунине ăнланатпăр. Фестивалӗн ятне тӗрӗсрех, «Янра, хуткупăс!» тесе улăштарма сӗнекенсем те пулчӗç. Вӗсем чăваш чӗлхи тасалăхӗшӗн çуннине ăнланатпăр, асăрхаттарушăн тав тăватпăр. Анчах та редакцин пӗлтерӳсен тытăмне улăштарма ирӗк çук. Положенире те, планра та çак фестивалӗн ячӗ «Выля, хут купăс!», вырăсла «Играй, гармонь!». Тем тесен те çак пăтăрмах чăваш кӗввисене калама тата итлеме юратакансене ытлашши хăратмӗ тесе шанас килет. Мӗншӗн тесен чи маçтăр купăсçăна парăнакан тӗп парне – вӗр çӗнӗ «Тульская» купăс. Ăмăртмалăх пур. 
Майăн 27-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăмра иртмелли уява каллех куçараççӗ. Ăна июнӗн 10-мӗшӗнче çавăнтах ирттерӗç.  Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминск) ялӗ чăваш купăсçисене ирхине 10 сехетре хапăл туса кӗтет. Регистраци Культура çуртӗнче пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон: 89083430001  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике