Çырчаллинче чăваш Уявне ирттернӗ

25.05.2017 16:05 | Çырчалли (Набережные Челны) Печать

Çырчаллинче чăваш Уявне ирттернӗ

Çырчаллинчи Çӗнтерӳ паркӗнче вăйă картисен (хороводсен) уявӗ иртнӗ. Саламлă сăмахпа çак уява вырăнти чăвашсен наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Федор Корнеев тухса калаçнă. Уява пуçласа яма «Чӗкеç» ансамбль пулăшнă. Килнӗ хăнасене вӗсем хитре ташăпа тата вăйă картипе илӗртнӗ. Унсăр пуçне, Чӗкеç ансамбль халăх юррисемпе, йăла вăййисемпе, тата тӗрлӗ ташăсемпе халăха тӗлӗнтернӗ. Кăмăл тăвакан çынсем вăйă картине тăрса çаврăнма пултарнине те палăртмалла.

Çырчаллинчи пӗчӗк ачасен «Путене» ансамблӗ 2010 çулта çеç йӗркеленнӗ, вӗсем те Уявра хăйсен пултарулăхне кăтартнă.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике