Ывăл приговорӗ

26.05.2017 10:03 | Ешӗлвар (Зеленодольск) Печать

Ывăл приговорӗ

Ешӗлвар районӗнчи пӗр ялăн 16 çулти каччи укçашăн тăван ашшӗне пӗр шелсӗр леш тӗнчене ăсатнă. «Хура» риэлторсен пулăшăвӗпе усă курса ашшӗн çӗр пайӗсене сутма шутланă-мӗн вăл. Çывăх çынни çӗр хучӗсене пӗр ахаль паманнине те ăнланман мар. Çавăнпа пӗлӗшӗсемпе пӗрле килне килсе ашшӗне пуртăпа тата лумпах çапнă. Унтан вилене машинăпа вăрмана илсе кайса пытарнă.

Ку арçынна, тен, часах шыраман та пулӗччӗç-тӗр, енчен те хăйӗнчен инçе мар пурăнакан уйрăлнă арăмӗ вăл çухалнине асăрхаман пулсан. Арçын тухни-кӗни курăнманнипе хӗрарăм май уйăхӗн 12-мӗшӗнче полицие пӗлтернӗ-мӗн. Хальхи вăхăтра полици ку  факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, оперативлă шырав йӗркелесе 16-ри качча тытса чарнă. Хальхи вăхăтра следовательсем пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпченипе пӗрлех преступлени тума хутшăннисене шыраççӗ.


Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике