Чăваш отличникӗсен слечӗ форматне улăштарчӗ

26.05.2017 10:19 | Элкел (Алькеевский) Печать

Чăваш отличникӗсен слечӗ форматне улăштарчӗ

Иртнӗ çулсенче шкулта лайăх вӗренекен чăваш ачисен Сиктӗрмери слечӗ ертӳçӗсем  хăйсен çитӗнӗвӗсемпе мухтанмалли съезд евӗр иртетчӗ пулсан, кăçал ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнне унăн форматне улăштарма сӗнтӗмӗр. Тӗлпулура кам-тăр сăвă калани е юрă юрласа кăтартни çеç асра юлмалла мар, ачасем унтан хавхаланса, çунатланса таврăнмалла. Республикăри чăваш çамрăкӗсен юхăмӗ шăпах шкулти аслă классенчен пуçланни те тӗрӗс. Форумра вӗренӳ те, вăйă та, пултарулăха кăтартни те пултăр. Çавăнпа та Марина Кудряшова тата Артем Носков ертсе пыракан çамрăксен пуçарăвӗ интереслӗ пулчӗ. «Аталан» наци вӗрентӗвӗн форумӗн программине вӗсем хăвăрт хатӗрлерӗç.

Майăн 19-мӗшӗ унчченхи Пионер кунне мана кăна аса илтермерӗ-тӗр. Сиктӗрме урамӗсенче форум логотипӗллӗ футболкăсем тăхăннă ачасем ушкăнăн-ушкăнăн пайланса задани пурнăçланине сăнаса тăма питӗ интереслӗ пулчӗ. Çитменнине çак ялти арман тăрринче хӗрлӗ ялав вӗлкӗшет. Коммунизм вăхăчӗ тахçанах иртнӗ пулсан та, унран тӗслӗх илмелли нумай-ха. Элкел районӗ кунашкал пухусене пӗрре мар ирттернӗ ӗнтӗ. Çавăнпа та район Ӗçтăвкомне ертсе пыракан Ильнур Юсупов та, унăн социаллă ыйтусемпе ӗçлекен çумӗ Мария Платонова та кирек мӗнле ыйту çине те хăвăрт хурав тупса пулăшма тăрăшрӗç. Хусанкай-Сиктӗрмери вăтам шкул директорӗ Ольга Аверьянова ертсе пыракан коллектива, Культура çурчӗпе музей ӗçченӗсене, Элкел районӗнчи ЧНКЦ ертӳçине Евгений Чугунова кун пек форума йышăннăшăн уйрăм тав тумалла.

ТР Вӗрентӳ министерствинчи наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн канашçи Рузаль Тагиров, ТР Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗн наци вӗрентӗвӗн лабораторийӗн ертӳçи Марат Шаехов, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ ертӳçи Валерий Казаков, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин çак форума хутшăнса ачасене ăнăçу сунни тӗлпулăвăн статусне çӗклерӗ.

Форума уçас церемони нумая тăсăлмарӗ. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă обелиск умне чечексем хунă хыççăн ачасем ӗçе пуçăнчӗç. 

Мӗнлерех-ха вăл çӗнӗ формат? Ачасене регистрациленӗ чухнех ушкăнласа классем çине пайларӗç. Кашни ушкăна «Аталан» логотипӗллӗ уйрăмшар тӗслӗ футболка тăхăнтарт­рӗç. Вӗсем валли хатӗрленӗ программăра тӗрлӗ тӗлте йӗркеленӗ 4 ӗç лаптăкӗ – станци – ӗçлерӗ. Пӗрремӗшӗ – «Истори». Ăна П.Хусанкай музейӗнче йӗркеленӗ. Ачасен чăваш историйӗпе паллашса лекторăн ыйтăвӗсем çине хуравламалла. Пултаруллисене кашни станцире палăртаççӗ.

«Филологи» станцийӗнче ачасем «Пирӗн ялта мӗн çитмест?» темăпа эссе çырса хăйсен чӗлхе пӗлӗвне тата литература ăсталăхне кăтартрӗç. «Культурологи» станцийӗнче форума хутшăнакансене квест кӗтрӗ. Ку вăл вăйă формипе йӗркеленӗ тӗрлӗрен заданисем. Квестра командăсен балл – çулçă – пуçтармалла. Çав çулçăсене хăрма тытăннă юман хунавӗсем çине çыпăçтарса ăна «чӗртмелле». Йӗркелекенсен аллегориллӗ шухăшӗпе ку ӗçе пурнăçласа çамрăк ăру манса пыракан чӗлхене çӗнӗрен чӗртнипе танлаштарма пулать.

«Искусство» станцийӗнче вӗсем хальхи чăваш ташă хусканăвӗсене вӗренчӗç. Кашни ушкăнăн хăйӗн ташă сыпăкӗ. Кайран вӗсене пӗрлештереççӗ. Палăртса хăвармалла, форум кураторӗсем хушшинче Хусанта вӗренекен чăваш студенчӗсем кăна мар, ӗçлекенсем те пурччӗ. Вӗсем çак форума çӗрӗпе çывăрмасăр, тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сиктӗрмере кӗсье телефонӗсем аванах ӗçлеменнине кура кашнине раципе тивӗçтернӗччӗ.

Ачасем ăмăртнă вăхăтра вӗсене форума илсе килнӗ вӗрентекенсем (вӗсем ытларах чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем) çавра сӗтеле хутшăнчӗç. Унăн теми «Чăваш чӗлхине сарассинчи йывăрлăхсем» ятлăччӗ. Вӗрентекенсене Нурлат районӗнчи ЧНКЦ пайташӗсем чӗлхене аталантарас тесе районти организацисемпе еплерех хутшăнса ӗçленипе паллаштарчӗç. Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире тăван чӗлхе лару-тăрăвӗ çинчен те тӗплӗн пӗлтӗмӗр. Учительсем калаçăва активлăн хутшăнчӗç. Хам енчен чăваш чӗлхипе шкул хыççăн ăçта тата мӗнле усă курмаллине сӳтсе явма сӗнтӗм. Эпир «Чӗлхе пӗтет! Пулăшăр!» –  тесе кăшкăрма хăнăхнă. Анчах та çак процесăн сăлтавӗсене, вăл мӗнлерех шунине хăш чухне пӗлсех те каймастпăр. Çакнашкал специалистсемпе йӗркеленӗ çавра сӗтелсенче шăпах тӗпчемелле вăл ыйтусене. Çапла пирӗн ума статистикăлла ӳкерчӗк тухса тăчӗ. Тӗпчеве эпир Тутарстанра пурăнакан чăвашсене – 116 пин çынна илтӗмӗр. Палăртса хăвармалла, вӗсенчен 70 проценчӗ кăна (ялта пурăнакансем) тăван чӗлхепе вулама-çырма пӗлет. Тӗпчеве çав йыша илтӗмӗр. Вӗрентекенсен шучӗпе, шкул пӗтернӗ чăвашсенчен 15 проценчӗ кăна çырура тăван чӗлхепе усă курать. Вулавра 20 проценчӗ. Калаçура – 80. Юрăра ытларах, 85-90 процент. Çак статистикăран пирӗн хăш сферăсем çине ытларах пусăм тумалли курăнсах тăрать. Май пур чухне пирӗн вулава тата чăвашла çырассине аталантармалла. Хут çинчипе кăна çырлахмалла мар. Электронлă хатӗрсемпе те усă курмалла. Калăпăр, чăвашла сайтсем вуласа, смартфон çине чăваш шрифтне вырнаçтарса хамăр чӗлхепе SMS-сем çырса тата ытти те. Вӗрентӳ процесӗнче чӗлхе популяризацийӗ еплерех шуни нумай чухне учительтен килет. Вӗрентекенсем çийӗнчех телефонсен номерӗсене пуçтарса «Ватсап» çыхăну приложенийӗнче хăйсен ушкăнне йӗркелесе ячӗç. Халӗ унта активлă хутшăну пырать.

Николай Сорокинăн «Аттеçӗм, Атăл» романне презентацилесси те интереслӗ иртрӗ. Автора педагогсем нумай ыйту пачӗç. Çак кун тата республика журналисчӗсен «Хрусталь калем» конкурсӗнче «За верность профессии» номинацире çӗнтернӗ сăмах ăстин пур ыйту çине те хурав хатӗрччӗ. Виçӗ томлă кӗнекине чăвашла та пичетлесе кăларнăшăн педагогсем РФ культура тава тивӗçлӗ ӗçченне ăшшăн тав турӗç.

Тăхтав хыççăн учительсем тӗрлӗ проект ӗçӗсемпе паллашрӗç. Çитес çул Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче чăвашсен пӗрремӗш профессионаллă прозаикӗсенчен пӗрин И.Н. Юркинăн 155 çуллăхне ТР Вӗрентӳ министерствин шайӗнче ирттерме калаçса татăлчӗç. Малашне инçетри районсенче пурăнакансене форума маларах илсе çитересси пирки те тӗплӗн шутлама шантарчӗç аслисем. Çак форумăн тӗп тӗллевӗ – малашне тутарсен «Сэлэчӗ» евӗр чăваш ачисен канупа вӗренӳ лагерьне йӗркелесе ярасси. Çакăн пек тренингсемпе пуянланнă лагерь халăхăн конкуренцие чăтаякан элитине никӗслекен механизмсенчен пӗри пулса тăрсан аванччӗ.

Кунӗпе пулчӗç хăнасем Сиктӗрмере. Форум вӗçленеспе пултаруллисене палăртса кашни хутшăнакана «Аталан» шкулӗн сертификатне пачӗç. Ачасене çак форум килӗшнине социаллă сетьсенчи комментарисенчен пӗлме пулчӗ. Йӗркелӳçӗсене пурне те тав!


Константин МАЛЫШЕВ


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике