Юлашки шăнкăравран парне илсе таврăннă

27.05.2017 19:38 | Пĕкĕлме (Бугульминский) Печать

Юлашки шăнкăравран парне илсе таврăннă
Май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнчи шкулта юлашки шăнкăрав кунне уявланă. Шкул умӗнчи лаптăкра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ашшӗ-амăшӗсем тата килнӗ хăнасем пуçтарăннă. Салам сăмахӗпе Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ С.А. Дмитриев, шкул директорӗ Т.И. Капитонова, Наратлă ял канашӗн депутачӗсем тухса калаçнă. Ырă сăмахсене вӗрентекенсемпе ашшӗ-амăшӗсем те хушмасăр юлман. 
Чи пултаруллă вӗрентекенсене те палăртса хăварнă уявра. Çак тăрăхсенче 2011 çултан «Лучший ученик» конкурса иртернине те палăртса хăвармалла. Çак çул та конкурс 7-мӗш хут иртнӗ. Тӗрлӗ номинацисенче çӗнтернӗ вӗренекенсенме вӗрентекенсене шăп юлашки шăнкăравра парнесемпе тата дипломсемпе чысланă. 
«Лучший класс» номинацинче З.В. Желовановăпа Г.Г. Гайнетдинова ертсе пыракан 4-мӗшпе 6-мӗш класс, «Ударник» номинацинче пурӗ 6 вӗренекен, «Спортсмен» номинацинче те 6 вӗрентекен, «Учитель» номинацинче физкультура вӗрентекенӗ П.В. Желованов, юлашки номинацинче (лаптăкри çӳп-çапсене пуçтарнишӗн) 7-8 классем наградăна тивӗçнӗ.
 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике