Кăтратасем çунса кайнă чиркӳ вырăнне çӗннине уçрӗç

07.06.2017 07:07 | Чистай (Чистопольский) Печать

Кăтратасем çунса кайнă чиркӳ вырăнне çӗннине уçрӗç

Иртнӗ шăматкун  Чистай районӗнчи Анат Кăтартара пысăк уяв пулчӗ. Унта темиçе çул тăвăннă çӗнӗ чул чиркӗве чаплă лару-тăрура уçрӗç. Уява ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов та хутшăннă. Тӗн ӗçченӗсем йăла ӗçӗсене туса пӗтернӗ хыççăн Культура çурчӗн çывăхӗнче уяв программи пуçланнă. Вăл Мария Евдокимова сăмахӗсемпе Иван Ильин çырнă «Тăван кӗтес« ятлă ял гимнӗнчен пуçланнă. Темиçе çул каялла  анаткăтратасем «Юрла, ташла, чăваш çынни!» фестивале пуçласа янăччӗ.  Унта çывăхри районсенчи культура ӗçченӗсем пуçтарăнса юрлатчӗç. Хальхинче те йăлана пăсмарӗç. Хăнана Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкартан, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинчен, Аксу районӗнчи Емелькинран тата ытти ялсенчен килнӗччӗ. 
Яланхи пекех вăйă-кулă, юрă-ташăпа иртрӗ уяв.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)
Еще в этой категории: « Вунă ача амăшӗ

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике