Вячеслав Христофоров купăсçăсен конкурсне хакланă

10.06.2017 23:25 | Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский) Печать

Вячеслав Христофоров купăсçăсен конкурсне хакланă
Июнĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Шуçăмра (Новошешминск) "Выля, хут купăс" фестиваль иртнĕ. Çак райцентрта чăваш мероприятийĕсем иртнине астăвакан сахал, çавăнпа кĕвĕ конкурсĕпе кăсăкланакансем пайтахăн пулнă. Фестивале чăваш çамрăкĕсен "Аталан" пĕрлешĕвĕн çамрăкĕсем пуçарăвĕпе йĕркеленĕ, оргкомитет ертÿçи - çак районти Чăваш Шупашкар ялĕнче çуралса ÿснĕ Артем Носков. Конкурса пуçличчен унта хутшăнакан купăсçăсемпе ансамбльсем урамсем тăрăх гармун каласа утнă. Чăваш кĕввин уявĕ паркри уçă çĕрте иртнĕ. Жюрире чăваш халăх артисчĕ, купăс ăсти Вячеслав Христофоров пулни çак фестивăлĕн статусне, паллах, çĕкленĕ. Купăс калакансене тĕрлĕ номинацире хакланă. Чи мала Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче пурăнакан Эдуард Ильин тухнă.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике