Ку таранччен вӗсем ял уявне ирттерсе курман пулнă

16.06.2017 18:42 | Теччӗ (Тетюшиский) Печать

Ку таранччен вӗсем ял уявне ирттерсе курман пулнă

Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв. Çĕртме уйăхĕн 10 – мĕшĕнче Теччĕ районне кĕрекен Ивански ял çыннисем ял уявне паллă турĕç. Уяв ялти чи илемлӗ вырӑнта иртрĕ. Ял çыннисем çак куна тӗплӗн хатӗрленчĕç. Ял халăхĕ пĕве çырма хĕррисене, урамсене тасатса тирпейлерĕ. Кам çава, кам кĕреçе, кам сенĕк, кам кĕрепле йăтса тухрĕç. Урамсемпе кил умĕсене те тирпей-илем кӳчĕç. Ялти кашни кил умĕнче тенĕ пекех чечексем ешереççĕ, иртен-çӳрен куçне савăнтараççĕ.

    Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ӳссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тӳр килсен те тăван ял пур пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл - пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан тăван яла çĕкленӳллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван ялта ӳсекен мĕн пур йывăç сана тӳлеккĕн пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать.

    Савӑнӑҫлӑ мероприятие Теччĕ район администрацин пуçлăхĕн çумĕ А.Б. Семенычев уçрĕ.  Район администраци пуçлăхĕн çумĕ А.Б.Семенычев сăмах илнĕ май районти ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Çамрăксене малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗҫитӗнӳсем тата ырлӑхпа телей сунчĕ.

   «Кашни халăха, ушкăна, çынна туслăх пĕрлештерет. Пурин те килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла.Хамăр ялшăн хамăран тăрăшмалла, çамрăксем мĕнле пуласси те пирĕнтен нумай килет. Кашни кил, кашни урам, кашни ял таса та хăтлă пултăр. Вара тăван район та, республика та, çĕршыв та çирĕпрех те вăйлăрах пулĕ»,- терĕ Урюм поселенийĕн пуçлăхĕ Н.М.Краснов. Вăл уявпа саламланӑ май маттур та хастар çынсене грамотăсемпе, тав хучĕсемпе чысларĕ.

   Чылай ял хăйĕн çуралнă кунне палăртма вăй çитерет. Çуралнă тăван кĕтес кун-çулне пĕлмеллех пирĕн. Йăли-йĕркине аталантармалла, çитĕнекен ăрăва паллаштармалла-вĕрентмелле. Вĕсем ăна та, ял культурине те ан манччăр, пуянлатма-çĕнетме тăрăшчăр. Çакă вара эпир паян вĕсемпе епле ĕçленинчен нумай килет.

Ку таранччен ял уявне ирттермен-ха. Пĕр шухăшласан шиклентерет те, ара, мероприяти валли укçа-тенкĕ тупма, хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче халăха пуçтарма çăмăл мар. Пĕрле вăй çитерсе ăна ирттересех тенĕ. В.А.Тимофеев ЧНКЦ ертӳçи спонсор пулма килĕшнĕ. Пуçтарăннă çынсене ăшă сăмахсем каласа савăнтарчĕ Володар Аркадьевич. « Малалла та çапла пĕрле пурăнасчĕ, уявсене иртересчĕ» - салам сăмахне вĕçлерĕ вăл. Çак уяв ячĕпе саламлакансем татах та пулчĕç: Теччĕ хулинче пурăнакан хастар чăвашсенчен пĕри вăл – Н.П.Солодовников, Кăнна Кушка поселенийĕн пуçлăхĕ С.В.Гаврилов. Уява йĕркелекенĕ В.Г.Вериялов сăмах илнĕ май пурне те саламларĕ, хăйĕн « Ивански Ялĕ» ятлă кĕнекепе паллаштарчĕ. Ун сăмахĕсем хыççăн хлăх чылай вăхăт алă çупрĕ.

   Уява йĕркелекенсем парнесем те нумай хатĕрленĕ. Кашни парни тивĕçлĕ çынна тупрĕ, кăмăлĕсене хăпартрĕ. Парнесемпе чи лайăх хуçалăхсене тытса пыракансене, ялти чи ватă çынсемпе чи кĕçĕннисене парнесем парса чыс турĕç. Урюм поселенийĕн пуҫлӑхӗ Николай Михайлович Николайпа Ольга Роткинсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ ятпа саламласа асӑнмалӑх парне пачӗ, Тав хучӗпе чысларӗ. Артюшкина Мария Степановна нумаях пулмасть 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ, ун ячӗпе уявра ятарлӑ юрӑ янӑрарӗ. Ялти сумлӑ ватӑ çынна Романова раиса Михайловнăна та пӗчӗк парнепе чысларӗҫ, юрӑпа саламларӗҫ. Чи кĕçĕнни вара Ивански ялĕнче _ Керносеев Никита. Ана та парнепе чысларĕç.

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Чăваш Чăкăлтăмĕнчен « Пилеш», Аслă Анăран « Туслăх», «Чечек», «Умарина» ушкăнсем, Сергей Ефимов, Татьяна Большакова, Кристина Шумилкина, Лиза Савелькина, Елена Белова, Белов Макар килсе хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Пухтелĕнчи культура çумĕнчи «Тăванлăх» ушкăн та хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç. Торгашова Эвелина, Угаров Александр Пухтелĕнчи Пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулта вĕренекенсем чăваш çыравçисен сăввисне вуларĕç.

Лапамра ал-ӗҫ ӑстисен куравне йӗркелерĕç. çекĕлпе, йĕппе çыхнă тутăрсемпе, тĕрлĕрен салфеткăсем çыхнă, тĕрленĕ ĕçĕсемпе, çыхнă чечексемпе, бисертан тунă япаласемпе паллашма май пулчĕ. Курава йĕркелекенсем вулавăш ĕçченĕсем: Роткина Валентина тата Вера Васильевна.

Акă таврана шӳрпе шăрши те сарăлчĕ. Хӑнасемпе ял çыннисем пурте чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхрĕç. Ăна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ. Ирина Краснова, Людмила Сизова, Валентина Кудашова пурне те тутлă шӳрпепе хăналарĕç.

Уява Теччĕ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуçăм» (ертӳçи Старостина Алена) фольклор ушкӑнӗ илем кӳчӗ. Пухӑннисем истори материалӗсемпе паллаштаракан стена хаҫачӗпе те паллашма пултарчӗҫ. Чылайӑшӗ уява чӑваш тумӗпе килнӗ. Чӑваш яшки, чӑваш сӑри, чӑваш юррипе ташши ял халӑхӗн асӗнче чылайччен упранӗ, мӗншӗн тесен кун пек уяв ялта пӗрремӗш хут иртрӗ.


Алена Торгашова


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике