Нурлатри Уяв çумăр пӗлӗчӗсене сирчӗ

10.07.2017 15:04 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Нурлатри Уяв çумăр пӗлӗчӗсене сирчӗ

(Константин Малышев). Нурлат пире яланхи пекех хаваслă йăл-кулăпа кӗтсе илчӗ. Çанталăкӗ те икӗ кун тăтăш çумăр çунă хыççăн уяр тăчӗ. Хулара юпасем çинчи тăвăр плакатсенчен те, сарлака билбордсенчен те «Ырă сунса кӗтетпӗр Уява!» тесе чăвашла çырса хунисем июлӗн 8-мӗшӗнче яланхи вырăна пухăнма чӗнеççӗ. Çынсем хӗвелшӗн тунсăхласа çитнӗ тейӗн, эртелӗ-эртелӗпе «Уяв-2017» лапамне васкаççӗ. Кăçал нурлатсем ăна 11-мӗш хут  ирттереççӗ.

Маларах çулсерен Кама леш енчи районсем тăрăх куçса çӳрекен чăвашсен Республика «Уявӗ» Пӗтӗм Раççей шайне çӗкленсе  Нурлатра тӗпленчӗ. Ăна ирттерме кунти администраци те, вырăнти чăвашсем те хăнăхса (тен, ывăнса та) çитнӗ пулмалла, çулсерен лайăхрах тума тăрăшаççӗ. Вӗсем çӗнӗрен те çӗнӗ йăласем шутласа кăларса авалхи Уявăн карти çумне «çыпăçтараççӗ». Тӗслӗхрен, шыва пуç кăшăлӗ ярасси, телей йывăççи çине хăю çыхасси, уяври чи хитре хӗре суйласси, чи лайăх сăра вӗретекене палăртасси, чи ăста купăсçа чысласси тата ытти те. Килнӗ чаплă хăнасен мăйӗнчен тӗрленӗ тутăр çакса ярса бейсболка тăхăнтарасси те Нурлатри Уявăн йăли.
Сăмах май, кăçалхи Уява Шупашкартан йышлă юрă-ташă ăстисемпе пӗрле Чăваш Ен Патшалăх Канашӗн Председателӗ В.Н.Филимонов, ЧР культура министрӗ К.Г.Яковлев, Чăваш Наци Конгресӗн президенчӗ Н.Ф.Угаслов, Тутарстанра çуралнă чăвашсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлӗхӗн ертӳçин çумӗ В.В.Сандимиров килнӗччӗ. Тутарстан пуçлăхӗсен ятӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Р.А.Ратникова пирӗн парламент депутачӗсен йышлă делегацине ертсе килнӗ. Вӗсемсӗр пуçне Уяв хапхи умне Тутарстанра этем прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен полномочиллӗ представитель С.Х.Сабурская, РФ Патшалăх Думин депутачӗ А.Н.Хайруллин, Çӗпрел район пуçлăхӗ А.В.Шадриков, Аксу район пуçлăхӗ К.К.Гилманов, Элкел район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин килсе çитрӗç. Вӗсене ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Д.А.Самаренкин, Нурлат районӗн пуçлăхӗ Р.А.Кузюров, Ӗçтăвком пайташӗсем кӗтсе илчӗç.

Унччен маларах чиновниксем Ерепьел ялӗнче Президент программипе лартнă çӗнӗ Культура çуртне уçрӗç. «Уяв-2017» 10.30 сехетре пуçланчӗ.

 

(Малалли пулать. )


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике