Кашни Уяв хăйӗн паттăрӗсемпе чаплă

11.07.2017 16:25 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Кашни Уяв хăйӗн паттăрӗсемпе чаплă

Нурлатра июлӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раççей Уявӗ çинчен тӗплӗнрех çырса кăтартиччен малтан чăвашсен çулталăкри чи чаплă уявӗ пултăр тесе тăрăшакансене палăртса хăварас килет. Нурлат район администрацийӗн, Ӗçтăвкомӗн, Нурлатри Туслăх Çурчӗн, Культура управленийӗн хастар ӗçченӗсене, паллах, пысăк Тав сăмахӗ каламалла. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗ те кăçалхи Уява самаях хутшăнчӗ. Сăмахран, «Уяв пики», «Уяв купăсçи», «Чăваш çурчӗ» интерактивлă площадкăсенчи мешехесене йăлтах чăваш автономийӗн вăйӗпе ирттернӗ. Чăваш кӗрешӗвӗ валли те условисем туса парас ӗçе хутшăнчӗç вӗсем. Укçа-тенкӗ енчен пулăшакансем те сахал мар пулчӗç: В.В.Иванов, А.Н.Павлов, С.И.Серендеев, В.А.Алексашкин, В.А.Гаврилов, А.С.Огонев, Н.Р.Абруков, А.Л.Клементьев, А.К.Самаренкин, Ш.Г.Ягудин, В.А.Казаков, К.А.Малышев тата ыттисем те. Çапах пуринчен те ытларах хулăм Д.А.Самаренкинпа В.В.Сандимиров хучӗç. Д.А.Самаренкин республикăри чăваш фольклор ансамблӗсене тата Нурлатри чăваш центрне нумай чăваш тумӗ парнелерӗ, тӗп сценăна капăрлатма пулăшрӗ. Тутарстан чăвашӗсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлӗхӗн çумӗ В.В.Сандимиров укçа-тенкӗпе пулăшнисӗр пуçне кӗрешӳ валли парнесем илсе пачӗ, чăваш ансамбльне купăс парнелерӗ, чăваш çуртне – пукане. Çак çынсене манăн «Уяв» паттăрӗсем теес килет. Вӗсем пысăк хисепе тивӗç. 
 


Меркурий КЛАВДИН


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике