Сăра сакки сарлака тенӗ авалтан

11.07.2017 16:42 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Сăра сакки сарлака тенӗ авалтан

 Çак картишри музей çуртӗнче вырнаçнă ТР ЧНКА ӗçӗсем çинчен каласа паракан стендсем те интереслӗччӗ. Унта çамрăксен ӗçӗсем, спорт ăмăртăвӗсем, çыравçăсен ӗçӗ-хӗлӗ, чăрăш уявӗсем, конкурссемпе тӗрлӗ фестивальсем çинчен хавхаланса çырса кăтартнă. 
Малалла хăнасене чăваш сăрин дегустаци залӗ кӗтрӗ. Кунта Нурлат районӗнчи кашни чăваш ялӗн сăрине тутанса хаклама пулатчӗ. Сарлака сакăсем çине ларма сӗнсе кил хуçи хӗрарăмӗсем пурне те тараватлăн хăналаççӗ. Эх, Пушкин сăвăç мӗн каланă пулӗччӗ-ши кун чухлӗ тăснă алтăра курсан? Малалла «Утарçă лаççи», «Арман», «Сунарçă ӳпли», «Юмăç çурчӗ» йышăнчӗç хăнасене, çапла йӗркипех тӗп лапама çитиччен. 


Константин МАЛЫШЕВ


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике