Эпир пӗрле, эпир пултаратпăр!

11.07.2017 16:59 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Эпир пӗрле, эпир пултаратпăр!

 Уява уçиччен артистсем чăваш халăх йăлисене сăнарлакан, кăмăл-туйăма çунатлантаракан, чун-чӗрене мăнаçлантаракан юрă-ташă постановкине кăтартрӗç. Унта Шупашкарти «Çеçпӗл», «Çавал», «Янра юрă» ансамбльсем, Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тата Нурлатри ташă ăстисем хутшăнчӗç. Пуçлăхсем йăла тăрăх сăмах каларӗç, пухăннисене саламларӗç. Çапла Уява хутшăнакансене Тутарстан, Чăваш республикисен, Ульяновск облаçӗн ертӳçисен саламӗсене çитерчӗç, ӗçре çитӗнӳсем тунисене Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. 
Хăйӗн сăмахне ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Д.А.Самаренкин тăван чӗлхепе пуçларӗ. Хулара ӳснӗрен ăна вырăсла калаçма меллӗрех пулнине ăнланатпăр. Вăл Тутарстанра питӗ нумай чăваш пурăннине палăртрӗ, районсемпе хуласенче чăваш культура центрӗсене малашне те уçасси çинчен пӗлтерчӗ. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗн çирӗп сăмахӗсене итлесен тăван халăх культури малашне те аталанасса шанас килет. Çапла пултăрччӗ. 
РФ Патшалăх Думин депутачӗ А.Н.Хайруллин унăн ашшӗ чăвашла питӗ лайăх калаçни çинчен пӗлтерчӗ. Тутарстанра пурăнакан тутарпа чăваш пӗр-пӗрин чӗлхине лайăх пӗлни – халăхсен ӗмӗрхи туслăхӗн çирӗплетӗвӗ пулнине каларӗ. 
Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Феофан ятӗнчен Уяв хăнисене чăваш прихучӗсен кураторӗ Игнатий архимандрит саламларӗ. 
Уявра савăл çапма кăçал та чи сумлă ватăсенчен пӗрне И.П.Павлова шанчӗç. Вăйă картине вара пурте тăма тăрăшаççӗ, уяв юррин сăмахӗсене пӗлменнисем те. Мӗншӗн тесен çак вăхăт хушшинче çынсем чăвашсен Уявне тăрса çаврăнсан чир-чӗр ермест тенине ӗненме хăнăхса та çитнӗ иккен. Çапларах вăл авалтан пыракан йăла: çӗклентерет те, çӳçентерет те. 
Тӗп йăлана туса ирттерсен интерактивлă площадкăсем ӗçлеме тытăнаççӗ. 


Константин МАЛЫШЕВ


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике