Янратăр купăс сасси, кӗрлетӗр Уяв!

11.07.2017 17:09 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Янратăр купăс сасси, кӗрлетӗр Уяв!

Чăвашла куравсем йӗркелекен хутлăхӗсем те ăмăртрӗç уявра, сăра вӗретекенсен те, ача ӳкерчӗкӗсен хаклавӗсем те пулчӗç, анчах купăсçăсен тупăшăвӗ чи вăрăм та хӗрӳ иртекен конкурсчӗ-тӗр. Жюри председателӗ А.И.Наумов композитор пӗлтернӗ тăрăх, 50 яхăн купăсçăн вăййине хаклама çăмăлах мар. Купăс каласа тӗлӗнтерекенсенчен пӗри Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнчи Чатăрлă ялӗнчен килнӗ А.В.Мрясов пулчӗ. Вăл хăй шутласа кăларнă кулăшла рок-поп композицине сцена çинче пӗрре кăна мар, куракансем ыйтнипе 5 (!) хутчен юрларӗ. Ăна пӗрремӗш вырăн пачӗç. Иккӗмӗш вырăна Челябинскран килнӗ А.Н.Тельцов тухрӗ. Такмакласа купăс каласа Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнчи А.И.Ефимов 3-мӗш вырăна тухрӗ. 

Ытти çулсенче кăнтăрла иртсенех тӗрлӗ организацисем япалисене пуçтарма тытăнатчӗç. Кунхинче васкамарӗç, 3-4-ччен ӗçлерӗç, çынсем те хăвăрт саланмарӗç. Вӗсене кунта интереслӗ пулни çак мероприятин пӗлтерӗшне ӳссе тата чаплăрах пулнине çирӗплетрӗ.
 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике