Çурт тăррине ачасем мӗншӗн хăпарнă?

11.07.2017 19:08 | Çырчалли (Набережные Челны) Печать

Çурт тăррине ачасем мӗншӗн хăпарнă?

Паян Çырчаллинчи Сидоровка поселокӗнче 9 хутлă çурт тăрринчен 13-ри ача ӳкнӗ, тесе пӗлтерет ТР Следстви комитечӗн пресс-служби.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, хӗр ача ытти çул çитмен ачасемпе пӗрле пӳрт тăррине хăпарса выляма тытăннă. Анчах мӗншӗн тăрук персе аннин сăлтавӗ паллă мар.

Ачана васкаса больницăна илсе çитернӗ пулсан та, çăлса хăварайман, тепӗр темиçе сехетрен вăл вилсе кайнă. Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарас ыйту тăрать. Ачасем мӗнле майпа тата мӗн тума нумай хутлă çурт тăррине хăпарнине, унта хӗр ачапа мӗн  пулнине следовательсем тӗрӗслеççӗ. Мӗншӗн çурт тăррине тухмалли люк ачасем валли уçă пулни (каникул вăхăтӗнче уйрăмах) те тимлӗхсӗр юлмӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике