ЧНКА Председателӗ «Уява» вертолетпа вӗçсе килнӗ

13.07.2017 10:31 | Нурлат (Нурлатский) Печать

ЧНКА Председателӗ «Уява» вертолетпа вӗçсе килнӗ

Пуш сăмах çапса мар, ӗçпе çирӗплетеççӗ чăн ертӳçӗсем халăхра хăйсен пӗлтерӗшне. Ак, тӗслӗхрен Хусанти Çу комбиначӗн директорӗсен канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин, тăван чӗлхепе, тен, илемлех калаçаймасан та, республикăри чăвашсен аталанăвӗшӗн тунă ӗçӗсемпе тӗлӗнтерме пăрахмасть. 

Хӗлле 4 районра чăваш ачисене тӳлевсӗр спектакльсем кăтартрӗ. Пӗтӗмраççейри «Уяв» умӗн районсенчи чăваш центрӗсене фольклор тумӗсем илсе пачӗ, пуринчен нумайрах нурлатсене (250 комплект) тиврӗ ку кучченеç. Çыравçăсене тӗрев парать, пултарулăх конкурсӗсене, йăлари уявсене те ирттерме пулăшать. Каппайланмасăр, хăйне пысăка хумасăр, çапла кирлӗ пек. Статусне çӗклеме ăна çумӗнче генералсем пулни кирлӗ мар.

Уяв кунӗ Нурлат районӗнчи Ерепьелӗнче уçăлнă Культура çурчӗ валли те ЧНКА ятӗнчен 50 пин тенкӗ пама пулчӗ автономи ертӳçи. «Уявра» та ылтăнпа тӗрленӗ шупăрпа мар, фольклор ансамблӗсем валли илсе панă арçын кӗпипе çӳрерӗ. Нурлата вертолетпа вӗçсе килсен те халăха çывăхрах, çынсем хушшинче пулса кăмăлтан савăнасшăн. Мӗнле хисеплемӗн кун пек этеме?

Тепӗр çул «Уява» тата чаплăрах тăвас шухăшне пӗлтерчӗ Дмитрий Самаренкин, вăл Тутарстанри чăвашсен чăн лидерӗ пулнине çирӗплетрӗ тесе шутлатăп.


Константин МАЛЫШЕВ


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике