Эрнелӗх гороскоп 17.07 - 23.07

17.07.2017 09:36 | Хусан (Казань) Печать

Эрнелӗх гороскоп 17.07 - 23.07

ТАКА 21.III – 20.IV
Аван эрне, кăмăл та çӗкленӳллӗ. Савăнăçлă мероприятисене çӳреме тăрăшăр е хăвăр пӗр-пӗр уяв йӗркелӗр, юлташăрсене пуçтарăр. Рак паллинче Меркурипе Марс, Хӗвел пулни сирӗншӗн лайăх. Хăнăхнă йӗркепе пурăнма тăрăшăр. Улшăнусем кӗртнине организм йышăнмӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Венера Юпитера кура вырнаçни аппетита витӗм кӳрет, е ытлашши çиетӗр, е апат патне интереса пач çухататăр. Ку апат хуранӗпе пыршăлăхшăн аванах мар. Уйăх Арăслан паллинче пулнă чух тӗллевсене пурнăçлама чеелӗх кирлӗ. Хăвăра мӗн кирлине илетӗр, анчах совеç вырăнта пулманни савăнăçа тӗксӗмлетӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере Меркурий хӳттине лексе ырă кăмăлпа çӳретӗр. Диетăна ларма, çӳхелме пуçлама аван эрне. Страхованипе, кредитпа е налогсен лару-тăрăвӗпе иккӗленӳлӗхсем пулсан, ăна хăвăртрах татса пама тăрăшăр. Телее, специалист пулăшăвӗсӗрех тӗрӗслӗхе çирӗплетме пултаратăр.

РАК 22.VI – 22.VII
Хӗвелӗн ăнăçлă вырнаçăвӗ сире вăй-халпа тивӗçтерет, пур ӗçсене те çăмăллăнах пурнăçлатăр. Çапах та запас вӗçӗмсӗр мар, канма та пӗлӗр. Ку вăхăтра йогăпа аппаланни, медитаци туни усăллă пулӗ. Ӗçре хăвăра кăтартма ан вăтанăр, хăш-пӗрне должноçпа ӳстерме пултарӗç, ӗç укçине хушса парӗç.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çак тапхăрта «хăш-пӗр çӗрте курăк та симӗсрех» е «теприн аллинчи кукăль та пысăкрах» пекрех шухăшсем канăçсăрлантараççӗ – йăлтах Плутон витӗмӗпе. Ăмсанса илӗртни хыççăн каймалла мар, мӗн пуррипе çырлахма пӗлӗр. Килӗрте сирӗн йăлт йӗркеллӗ. Çӗнӗ уйăх сирӗн паллăра кӗни вăй-хал кӳрӗ. Эрне вӗçӗнче профессилле конкурссене хутшăнни, собеседование кайни ăнать.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Меркурин ырă витӗмне пула хă­вăра лайăх туятăр, япăх пулсанах ытларах уçăлса çӳреме тăрăшăр. Эрне вӗçнелле Венера витӗмне пула çывăх çăннăрсем пăрăннă пек туйăнӗ, пӗчченлӗх туйăмӗ çавăрса илӗ. Тăванăрсене ан ӳпкелӗр, вӗсен айăпӗ çук, улшăнусем туятăр пулсан та сăлтавӗ хăвăрта.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Июлӗн 20-мӗшӗ хыççăн сирӗн паллăна Марс кӗнипе пысăк вăй-хал туятăр. Ӗçлес туртăм вăйланать, клиентсемпе, партнерсемпе пӗр чӗлхе тупма çăмăл пулать. Пуçлăха ӗçе çӗнӗлӗхсем кӗртме çăмăллăнах ӳкӗте кӗртетӗр, интереслӗ проекта ертсе пыма пуçлатăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сире хирӗçле Ракра Хӗвелпе Меркурий, Марс вырнаçни ӗçри хăвăртлăха чакарма хистет. Тем пек тăрăшсан та ӗç каймӗ. Апла кăлăхах вăйăра та ан пӗтерӗр. Эрнене юратнă çынпа ирттерсен аванрах пулӗ. Шухăшласа хунă ӗçсене çитес эрнене хăварăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Меркурипе Юпитер профессилле ӳсӗмшӗн условисем туса параççӗ. Ӗçрен квалификацие ӳстерме ярсан е тренинга хутшăнма сӗнсен килӗшӗр. Хӗвел Арăслан паллине кӗни юратуллă хутшăнусене витӗм кӳрӗ, савнисен те, мăшăрсен те хутшăнăвӗсем вăйланаççӗ. Ăнсăртран тӗлпулусен пӗлтерӗшӗ пысăк.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Венера витӗм кӳнипе косметика процедурисен усăллăхӗ ӳсет, çӳçе урăхларах кастарсан та аван. Эрне вӗçӗнче Нептун витӗмӗ ӳснипе вăй-хал чакнине туятăр. Музыка итлени, çутçанталăкпа киленсе уçăлса çӳрени канма пулăшӗ. Вăй-хал пурри психика лару-тăрăвӗнчен килӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ракри Марс витӗм кӳнипе нумай йăнăшатăр. Яваплăха хăвăр çине илсе кирлӗ йышăнусем тумалла мар. Ку вăхăтра ним тумасан аванрах. Кино пăхăр, кӗнеке вулăр, диван çинче выртăр. Наянлантăм тесе хăвăра ан вăрçăр, çăлтăрсем канма хушаççӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Тăруках хваттер интерьерӗ е гардероб килӗшме пăрахӗ. Пурнăçа çӗнӗлӗхсем кӗртме Плутон илӗртет иккен. Эрне вӗçӗнче лавк­касем тăрăх çӳрени усăллă пулӗ. Харпăр транспорт пуррисем юсавпа çыхăннă ӗçсене çăмăллăн пурнăçлаççӗ, çуккисен илес шанчăк ӳсет.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике
Продолжается прием заявок на конкурс «Пятьдесят лучших инновационных идей для Республики Татарстан»
Готовые для коммерческой реализации проекты получат поддержку от Инвестиционно-венчурного фонда республики.
10:00 20.09.2017