Хусанта тепӗр чемпионат пулать

17.07.2017 16:57 | Хусан (Казань) Печать

Хусанта тепӗр чемпионат пулать

2022 çулта пире тепӗр спорт уявӗ – кӗске дистанцие ишессипе тӗнче чемпионачӗ кӗтет. Ишессипе халăхсем хушшинчи федерацийӗ чемпионат ирттерме каллех Хусана суйласа илнӗ. «Татар-информ» ИА пӗлтернӗ тăрăх, Будапештра паян (кунта хальхи вăхăтра Шыв спорчӗн тӗнче чемпионачӗ пырать) 2022 тата 2024 çулсенче чемпионат  йышăнакан претендентсен презентацийӗ иртнӗ. Хусанăн конкуренчӗсем кунта Тайбэй тата Гонконг пулнă.

 – Пирӗн федерацишӗн хумхануллă самант ку, – тенӗ FINA ертӳçи Хулио Маглионе тепӗр чемпионатăн хуçи кам пулассине калас умӗн. – Претендент-хуласем пурте пысăк ӗç пурнăçласа çав тери лайăх презентаци хатӗрленӗ. Вӗсене пурне те тав тăватăп. Çапах та эпир спорт организацийӗ. Эппин, çӗнтерӳçӗ пулмаллах. Пирӗн вара икӗ çӗнтерӳçӗ. 2022 çулăн çӗнтерӳçи – Хусан!

  25 метр кӗске дистанцие ишессипе чемпионата Хусанта ирттерме  пурте пӗр саслăн йышăннă иккен. 2024 çулти чемпионата  йышăнма вара Будапешт тивӗçнӗ.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике
Продолжается прием заявок на конкурс «Пятьдесят лучших инновационных идей для Республики Татарстан»
Готовые для коммерческой реализации проекты получат поддержку от Инвестиционно-венчурного фонда республики.
10:00 20.09.2017