Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсан чăвашӗсем çăм арлама вӗрентеççӗ

20.07.2017 15:44 | Çарăмсан (Черемшанский) Печать

Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсан чăвашӗсем çăм арлама вӗрентеççӗ

Çарăмсан районӗнче 5 пине яхăн чăваш пурăнать. Кăçал район администрацийӗн пуçарăвӗпе район центрӗнче пӗрремӗш хут чăваш Акатуйӗ иртет. Июлӗн 22-мӗшӗнче ирхине 10.00 сехетре Çарăмсанри Акатуй лапамӗнче районти «Çăлкуç» тата «Пилеш» ансамбльсем, профессионаллă артистсем фольклор композицине кăтартӗç. 
Унтан Акатуй хăнисене Çарăмсан районӗн ертӳçисем тата килнӗ хăнасем саламлӗç. Çавăн пекех çак вăхăтра мала тухнă ял хуçалăх ӗçченӗсене наградăлас церемони те иртӗ. Маларах ут ăмăртăвне хутшăннисене те çавăнтах чыслӗç.
    Акатуй программинче спорт вăййисемпе кулăшла ăмăртусем пулаççӗ. Унсăр пуçне концерт программи те анлă. Çарăмсан районӗнчи фольклор ушкăнӗсем пултарулăхне кăтартнисӗр пуçне кӳршӗ районсенчи сцена ăстисем те килеççӗ. Кашни чăваш ялӗ хăйӗн лаптăкӗнче халăх культурипе паллаштарӗ. Унсăр пуçне районти музей, мемориал центрӗ, искусствăсен шкулӗ куравсем йӗркелеççӗ. 
    12.00 сехетре тӗп сцена çине Чăваш халăх артисчӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, Ульяновск облаçӗн культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Вячеслав Христофоров тата «Янра юрă» ушкăн тухӗç. Вӗсен концерчӗ икӗ сехете тăсăлӗ. Çарăмсан Акатуйӗн хăйевӗрлӗхӗ – халăх промыслисен мастер-класӗсем. Кунта куравсемсӗр пуçне чăваш тумӗ çӗлеме, хушпу тума, тумтир тӗрлеме вӗрентӗç. Арлама маннă хӗрарăмсене те çак алă ӗçне аса илтерӗç. 
14.30 сехетре Акатуя пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене парнесем парӗç.


 

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике