Шăршине асăрханă, сиенне – çук

31.07.2017 17:11 | Пăва (Буинский) Печать

Шăршине асăрханă, сиенне – çук

Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗ çывăхӗнчи тăм карьерне Пăрăнтăк станцийӗнчен удобрениллӗ тăпра килсе тăкнипе халăх сисчӗвленни çинчен эпир «Сувар» хаçатăн 28-мӗш номерӗнче тата хамăр сайтра çырса кăтартнăччӗ. Тăпрара тата сывлăшра сывлăхшăн сиенлӗ япаласем пуррипе çуккине тӗрӗслеме экологсем проба илнине, экспертиза пӗтӗмлетӗвӗсемпе вара вулакансене паллаштарма шантарнăччӗ. Кӗтнӗ хурава паян илтӗмӗр.

ТР Экологи министерствин пресс-службин ертӳçи Айгуль Амирова пӗлтернӗ тăрăх, Экологи министерствин специалисчӗсем Пăва районӗнчи ялсен çывăхӗнче чавнă тăм карьерӗсене хуплакан тăпран тата сывлăш пробисене илнӗ. Анализсен результачӗсем тăрăх, пробăсенчи кăтартусем нормăран иртмеççӗ. Тăпраран усал шăршă тухни пирки те пӗлеççӗ экологи министерствинче. Специалистсем ăна («ароматикăна») асăрханă. Вăл темиçе кунтан сӗвӗрӗлсе пӗтет имӗш. Тăпрара вара çак шăрша кăларакан компонентсем çук, вӗсем ирӗлсе е çӗрсе пӗтнӗ.

Эпир çак сăмахсене çирӗплетекен экспертиза хучӗпе паллашма май пур-и тесе ыйтсан, Айгуль Талгатовна вӗсене ведомствăра ӗçлекенсене усă курма тата прокуратурăна çеç пама пултарнине пӗлтерчӗ.

Ун сăмахӗсемпе, республикăри экологсене вăл е ку вырăнтан шăршă тухнипе час-часах чӗнтереççӗ. Анчах та ытларах чухне илнӗ анализсем сиен пуррине çирӗплетмеççӗ.


 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике