Ачалăх кашнин пулмалла

01.08.2017 19:23 | Ешӗлвар (Зеленодольск) Печать

Ачалăх кашнин пулмалла

Кашни атте-анне хăйӗн ачине телейлӗ те, сывă курасшăн. Анчах шел, эпир шутланă пек пур чухне те пулмасть çав. Экологи, тӗрӗс мар апатлану нумай чир çуратать. Мӗнле йывăр пулсан та манас марччӗ, чир вăл – приговор мар. Çакна паян Ешӗлвар районӗнчи «Васильевский» санаторире уçăлнă профильлӗ сменăн «уçă алăк кунӗсенче» темиçе хутчен те ӗнентерчӗç. Кунта сахăр диабечӗпе чирлекен ачасен «Баллы барс» уйрăм отрядне пӗрремӗш хут пуçтарнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Ачасен сывату программи 2007 çултанпа ӗçлет. 2008 çултанпа республикăри диабет чирӗпе аптракан инвалидсен пӗрлӗхӗн вăйӗпе «Марий Чодра» ( Марий Эл) наци паркӗн территорийӗнче «Баллы барс» лагерь сменисене йӗркелеççӗ.

Кăçал вара ТР Президенчӗ Р. Минниханов, ТР Сывлăх сыхлав министрӗ В. Шайхразиев пулăшнипе профильлӗ лагерь йӗркеленӗ. Унăн тӗллевӗ – сахăр диабечӗпе чирлекен ачасене активлă канма майсем туса парасси.

Шел те, çак чирпе аптракан ачасем республикăра сахалăн мар, 700 яхăнах. Ку чир чăнах та шӳте юратмасть, вăхăтра сипленмесен вӗлерме те пултарать. Акă мӗншӗн юнри сахăр шайне тӗрӗслесех тăмалла.

« Баллы барс» проектра эпӗ тăваттăмӗш хут, – каласа парать отряд представителӗ Марсель Гимадиев. – « Марий Чодра» вăрманӗнче палаткăсенче пурăнма, юхан шыв тăрăх кимӗсемпе ишме питӗ килӗшрӗ. Кунта кану лайăхрах, реабилитаци майӗсем нумайрах, сиплев те пырать тата тутлăрах та çитереççӗ. Маларах паллашнă ачасем нумай кунта. Пӗр-пӗрне яланах пулăшма тăрăшатпăр. Шкулта та ман чире юлташсем йӗркеллех йышăнаççӗ. Япăх пулсан тӳрех пулăшаççӗ. Ку вăл чир мар, пурнăç йӗрки, çавăнпа кунта ытлашши ыйтусем те пулмалла мар.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике