Сиктӗрмесем юрла-юрла тырă выраççӗ

10.08.2017 18:03 | Элкел (Алькеевский) Печать

Сиктӗрмесем юрла-юрла тырă выраççӗ

Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хузангаево ялӗн çывăхӗнчи хирсене космосла хăвăртлăхпа тыр-пултан тасатаççӗ. Вуншар çӗнӗ комбайн пӗр хирте ӗçлесе кунне 400-450 гектар пушанать. Çакă, паллах, «Хузангаевсикй» ял хуçалăх предприятийӗ вырмана лайăх хатӗрленнипе те çыхăннă. Çанталăк çумăрпа кансӗрлемесен тырăсене кунта 20 кунра вырса пӗтерме палăртаççӗ. Тухăçӗ те савăнтарать, вăтамран пӗр гектартан 50 центнер тырă тухать.
Хирте ӗçлекен комбайнерсемпе водительсене вырăнти Культура çурчӗн агитбригади юрăсем юрласа савăнтарать. Татьяна Теличко ертсе пыракан ансамбль вырăсла тата чăвашла юрăсем шăратать. 
   


Константин Малышев


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике