Чăваш «Раскольниковне» 16 çула лартнă

15.08.2017 20:34 | Пăва (Буинский) Печать

Чăваш «Раскольниковне» 16 çула лартнă

Ку хăрушă преступлени кăçал апрель уйăхӗнче Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗре пулнăччӗ. 90-ри кукамăшне тăван мăнукӗ укçашăн пуçӗнчен пуртăпа çапса вӗлернӗччӗ.

Следстви кăтартнă тăрăх, Ульяновск хулинче пурăнакан 19 çулти мăнукӗ йӗрке хуралçисенчен тарса кукамăшӗ патне килнӗ. Анчах кунта та лăпланса пурăнас темен ахăр. Кукамăшӗнчен 20 пин тенкӗ укçа ыйтнă вăл. Ӗмӗрне тӳрӗ кăмăлпа ӗçлесе ирттернӗ ват çын мăнукӗ çавăн чухлӗ укçа ырă ӗç валли ыйтманнине тӳрех ăнланнă ӗнтӗ, пама килӗшмен. Куçӗ те вичӗкенех мар 90-ри кукамăшӗн укçине илсе тарнă пулсан, тен, леш сисмесӗрех юлатчӗ-тӗр. Анчах çамрăк çын апла шутламан, алла пуртă тытнă та çывăх тăванне пуçӗнченех çапнă.

Юнпа пӗвеннӗ 40 пин тенкӗ укçа, паллах, усса кайман. Çамрăк çын ăна хулана çитнӗ-çитменех тустарса янă. Тепӗр кун, апрелӗн 18-мӗшӗнче, вара полици аллине çакланнă. Çак вăхăтра хайхи 40 пин тенкӗрен унăн кӗсйинче пурӗ те 20 тенкӗ кăна юлнă пулнă.

Тӗпчесе пӗтернӗ уголовнăй ӗçе çак кунсенче Тутарстан сучӗ пăхса тухса 19-ти каччă енӗпе приговор йышăннă. Ун тăрăх, чăваш «Раскольниковӗн» хăйӗн айăпӗ çинчен шутламалăх вăхăчӗ çителӗклӗ – 16 çул тӗрмере лармалла. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике