Саврăшпуçсене Эмине премине панă

17.08.2017 18:58 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Саврăшпуçсене Эмине премине панă

Аксу районӗнчи «Саврăшпуç кинемейӗсем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗренпе нумай мар-ха, апла пулин те ăна районта, республикăра лайăх пӗлеççӗ. Питӗ ăста шăрантараççӗ çав вӗсем халăх юррисене, чӗрене сар çу сӗрнӗ пекех.

Вӗсен юрри-кӗвви чăваш çыравçисене сăвă-калав, повесть-роман çырма та хавхалантараççӗ иккен. Çакă августăн 12-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ Чăваш çыравçисен съездӗнче палăрнă. «Саврăшпуç кинемейӗсем» съезда ятарласах концертпа саламлама кайнă.

Тӗрӗссипе, Чăваш çыравçисен союзӗ саврăшпуçсемпе тахçанах тачă çыхăну тытать-ха. Унăн председателӗ Юхма Мишши ял библиотекине нумай чăваш кӗнеки парнеленӗ, кăçал та  чăваш халăх çыравçипе ялта тӗлпулу иртнӗ.

Вырăнти халăх юррисене сыхласа хăварнăшăн Чăваш çыравçисен союзӗ «Саврăшпуç кинемейӗсене» чăваш хӗрарăмӗсен Эмине ячӗллӗ премине парса чысланă. Çапла концерпа савăнтарма кайнă кинемисем хăйсем те киле хисеплӗ ятпа таврăннă. Саламлатпăр!


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике