Мăкăр кубокӗ хальхинче рункăсенче

23.08.2017 17:50 | Пăва (Буинский) Печать

Мăкăр кубокӗ хальхинче рункăсенче

(Ирина Кузьмина). Пăва районӗн чăвашӗсем хӗрӳ ӗçе пăхмасăр спорт валли те вăхăт тупаççӗ. Иртнӗ вырсарникун, августăн 20-мӗшӗнче, Мăкăр ялӗнче аслисем хушшинче ял кубокӗшӗн футбол турнирӗ иртнӗ.

Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Петрович Носов пӗлтернӗ тăрăх, унта Пăва хулинчен, Рункăпа Мăкăртан, Тăхăрьял сборнăйӗ тата кӳршӗллӗ Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпапа Тимешрен пурӗ 6 команда хутшăннă. Темиçе сехете тăсăлнă турнир хальхинче те çăмăл иртмен, мӗншӗн тесен кунта кашни команда кубок çӗнсе илес тӗллевпе килнӗ вӗт. Ăмăрту хӗрӳ иртнине пăхмасăр вăйли палăрнах. Вăл – Рунка команди, шăпах çавăнта ăсаннă та турнир кубокӗ. 

Сăмах май, Мăкăр ялӗнчи футбол турнирне йӗркелесси темиçе çул йăлара, чăн та, ăна малтан Чечня вăрçинче пуç хунă ял çамрăкне Александр Абдурахимова асăнса ун ячӗпе ирттернӗ-ха. Çемйисем ыйтнипе кăçал вара турнирăн ятне улăштарма тивнӗ. Апла пулин те йӗркелӳçӗсем (вырăнти ял хутлăхӗн администрацийӗ тата шкулта физкультура вӗрентекенсем П. Ляукинпа А.Орлов) çак спорт уявне хăйсен çамăрăк ентешнех халалланине каларӗç. Шел, хальхинче мăкăрсене питех ăнман, турнирта вӗсем виççӗмӗш вырăн кăна йышăннă.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике