Сӗрӗм тивнӗ

06.09.2017 13:04 | Лениногорск (Лениногорский) Печать

Сӗрӗм тивнӗ

Ку пысăк инкек августăн 27-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Петропавловка ялӗнче пулнă. Кунти пӗр çемьен пӗр кунра харăсах виçӗ вилене пытарма тивнӗ. Следствирен курăннă тăрăх, инкекӗн сăлтавӗ каллех асăрханусăрлăх.

37-ри хӗрарăм упăшкипе, 2008 тата 2012 çулта çуралнă хӗр ачисемпе пӗрле хунямăшӗ патне çӗрулми кăларма килнӗ пулнă. Каçхине вара ачисемпе пӗрле мунчана кайнă.

Темиçе сехетрен хунямăшӗ кинӗпе мăнукӗсем çавах çуккине асăрхасан мунчана кайса пăхма шутланă. Алăка шалтан питӗрнипе тӳрех кӗреймен вăл. Тăванӗсемпе пӗрле алăка çӗмӗрсе кӗме тӳр килнӗ. Анчах пурпӗр кая юлнă, кинӗпе мăнукӗсем ку вăхăтра сӗрӗм тивнипе вилсе кайнă. Хальхи вăхăтра ку факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, пулса-иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике