Кăçал пултартăмăр!

08.09.2017 11:50 | Элмет (Альметьевский) Печать

Кăçал пултартăмăр!

( Майя Игнатьева). Элмет республикăра нефть хулин статусне тивӗçлипе çӗнсе илчӗ. Çавăнпа та çулсерен сентябрӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче нефтьпе газ промышленноçӗн ӗçченӗсен кунне элметсем пуринчен чаплăрах ирттереççӗ. Кăçал та çаплах пулчӗ. ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов та çак куна нефтяниксен хулинче ирттерчӗ, çӗнӗ объектсем уçнă çӗре, тӗрлӗ мероприятисене хутшăнчӗ. Сăмах май, кăçалхи программа ытти çултисенчен уйрăмах интереслӗ те анлă пулчӗ. Пӗрисем нефтьпе газ кăларакан управленисен передовикӗсен, хальхи ӗç тата вăрçă вăхăтӗнчи техникăсен, ретро-автомобильсен парадне курчӗç пулсан, теприсем Европăпа Раççейӗн урам театрӗсене тата музыка фестивалӗсене хутшăнма пултарчӗç, тата ытти те.

Кунсăр пуçне элметсемпе килнӗ хăнасем уйрăмах «Татнефть» ПАОн Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен килнӗ çамрăк ӗçченсен профессири ăсталăхӗн конкурсӗ пуçланасса кӗтрӗç. Яланхи пекех вăл хăйне пӗр пысăк та кăсăк мероприяти пулчӗ. Конкурсантсем кунта профессири ăсталăхпа коллективри пӗрлӗхе кăтартрӗç. Çулсерен иртекен ăмăртăва нефтяниксен Олимпиади тесен те йăнăш мар. Ытти çулсенче ăмăрту хула тулашӗнче иртнӗ пулсан, пӗлтӗртенпе ăна хула варринче ирттереççӗ. Кăçалхи, шучӗпе 47-мӗш конкурсăн, номинацийӗсен, ăмăртăва кӗртнӗ ӗç специальноçӗсен шучӗ те, конкурсантсен географийӗ те ытти çултисенчен самай пысăк пулчӗ.

Çапла кăнтăрларан пуçласа каçчен нефть промышленноçӗн çамрăк ӗçченӗсем «Нефть кăларакан чи лайăх звено», «Нефть хатӗрлекен чи лайăх смена», «Çӗр айӗнчи скважинăсене юсакан чи лайăх вахта», «Скважинăсем чавакан чи лайăх вахта», «Тӗрӗслесе, виçсе тăракан приборсемпе автоматикăн чи лайăх слесарӗ», «Чи лайăх электромонтер-линейщик», «Чи лайăх электромонтер-юсавçă», «Чи лайăх электромонтер-наладчик», «Чи лайăх токарь» тата ытти номинацисенче ăмăртрӗç.

«Нефть хатӗрлекен чи лайăх смена» номинацире Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел каччи, «Ямашнефть» НГДУра шывран тата тăвартан тасатакан установкăсен операторӗ Дмитрий Малов ăмăртрӗ. Дима хăйӗн профессири ăсталăхне тивӗçлипе кăтартрӗ. Пӗрремӗш профессийӗпе физкультура учителӗ пулни те пулăшрӗ пуль ентеше. Кунашкал ăмăртура ӳт-пӳ енчен те çирӗп, правур пулни питӗ кирлӗ-çке.

Конкурса эпӗ пиллӗкмӗш çул, ӗçлеме пуçланăранпах хутшăнатăп. Анчах та тăватă çул резерв ушкăнӗнче пултăм, кăçал, ак, пӗрремӗш хут пуçласа ăмăртрăм. Пирӗн командăра тăватă çын – икӗ ăмăртакан тата иккӗшӗ резервра. Ăмăртакансен шутне «Татнефть» подразделенийӗсен хушшинче иртекен профессири ăсталăх конкурсӗн çӗнтерӳçисем кӗреççӗ. Хамăрăн номинацире эпир Ильгиз напарникпа тӗп задвижкăсене хупассинче, пăрăхсенчен юлнă шӗвеке юхтарса кăларассинче, фланецран тăракан задвижкăсене сӳтсе пуçтарассинче тата ытти заданисенче ăмăртса – III, командăн пӗтӗмӗшле зачечӗпе II вырăн çӗнсе илтӗмӗр. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем пире тивӗçтерчӗç. Юлашки пилӗк çулта эпир тăваттăмӗш вырăнтан çӳлерех хăпарайманччӗ, кăçал, ак, тин пултартăмăр! Конкурсри напарникпа мана ăнчӗ, килӗштерсе, килтерсе ӗçлерӗмӗр. Вăхăтпа иртекен ăмăртура кашни çеккунт кăна мар, çеккунтăн пайӗ те питӗ пӗлтерӗшлӗ вӗт. Çавăнпа та заданисене лайăх çеç мар, питӗ пысăк хăвăртлăхпа пурнăçламалла, – каласа пачӗ пире Дмитрий конкурс çинчен.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике