Талант пур чухне Раççей киновӗ вилмест

12.09.2017 11:17 | Хусан (Казань) Печать

Талант пур чухне Раççей киновӗ вилмест

ГОЛЛИВУД ХЫÇÇĂН КАЙМАЛЛА МАР

(Ирина Трифонова) Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн конкурс программинче çамрăк режиссерсен ӗçӗсене уйрăм блока пуçтарнăччӗ. «Россия молодая» номинацие анлă çӗршывăмăрăн кашни кӗтесӗнчен – Ростовран пуçласа Красноярска çити – çамрăк режиссерсем хăйсен ӗçӗсене ярса пачӗç. Çавсенчен 8 регионтан пурӗ 10-шин кинокартинине суйласа илчӗç.

Конкурса хутшăннисенчен ытларахăшӗ хăйӗн историне кӗске метраж формачӗпе каласа панă. Пуçлакан режиссерсемшӗн кӗске метр старт площадки вырăнне, кино тӗнчине хăйсем пирки пӗлтермелли чи пӗрремӗш инструмент. Режиссерсем паянхи кунхи чи çивӗч социаллă проблемăсене суйласа илнӗ. Кашни ăна хăйне май уçса пама тăрăшнă, тӗрлӗ жанрпа усă курнă.

Сăмахран, Екатерина Данченко (Ростов облаçӗ) паянхи кун çивӗч тăракан ыйтуран пăрăнса иртеймен. Унăн картини «Похоронить Ленина?» ятпа тухнă. Сюжетпа пассажирсем самолет кӗтеççӗ. Пӗр вăхăталла пулса иртнӗ пулăмсем социаллă конфликт катализаторӗ пулса пирӗн ума паянхи кунри çивӗч проблемăсене кăларса тăратаççӗ. «Манăн фильм хальхи обществăн сӳрӗклӗхӗ пирки. Сăмах май, эпӗ çакăн пек кино ӳкернине пӗлсен, мана «Пусть говорят» телекăларăма та чӗнсе илнӗччӗ. Каярахпа кăна кăларăма Жириновские суйлавра пулăшас тӗллевпе хатӗрленине пӗлтӗм. Тав Турра, ман сăмахсене монтаж тунă чух касса илнӗ. Атту хам пӗлмесӗрех Жириновскин суйлав тапхăрне хутшăнаттăм. «Похоронить Ленина?» картинăна гротеск мелӗпе ӳкернӗ. Лартнă тӗллеве пурнăçлама тӗп рольсене театр артисчӗсем выляни пурнăçлама пулăшрӗ. Маншăн ку тăххăрмӗш кинофестиваль. Çынсем кинона тӗрлӗрен йышăнаççӗ, лайăхпа-тăк, паллах,  савăнтарать. Çапах вӗсене те, кусене те фильмри ӗçсем йӗрӗнтереççӗ. Апла хамăн задачăна пурнăçларăм. Куракансенче çак туйăма вăратас тесех тӗллев лартнăччӗ: хальхи лару-тăруран йӗрӗннине. Кино политикăпа çыхăнман. Çапах та Ленин политикăлла сăнар. Ман шутпа, Раççейре пурнăç йӗркеленсе кайтăр тесен, пирӗн хамăр пуçра Ленина пытармалла. Маншăн вăл преступник, çынна вӗлерекен. Çапла, питӗ ăслă çын, анчах ку ăна тӳрре кăлараймасть. Сăмах май, кино ӳкернӗ вăхăтра унăн чылай ӗçне вуласа тухрăм», – хăюллăн калаçрӗ çамрăк режиссер.

Фарзана Утарбаеван (Пушкăртстан) «Дикарь» фильмӗ те çав тери интереслӗ. Пресс-конференцире унăн киновне Тимур Ганеев оператор тата монтажер хăтларӗ. Çӗпӗрте укçа ӗçлесе илессипе анраса кайнă çамрăк çын амăшӗ пирки мансах каять. Кӗтмен хыпар кăна ӗçне пăрахса таврăнма хистет... «Амăшӗпе ывăлӗн хутшăнăвӗсен проблеми хуть хăш вăхăтшăн та актуаллă. Кинона дебютант ӳкернӗ. Пӗр енчен пуçлакан режиссерпа ӗçлеме кăсăк, тепӗр енчен опыт çукки чылай  йывăрлăхсем çуратать. Малтанхи тапхăрта ун çумӗнче яваплăха хăй çине илме пултаракан çын пулмаллах. Ман шутпа, регион киновӗ совет тапхăрӗнчи уçă кăмăла упраса хăварнă, унăн пуласлăхӗ пурах. Çакăн пек фестивальсем çамрăк режиссерсене питӗ кирлӗ», – терӗ Тимур Ганеев.

Çамрăк ăстасемпе калаçма интереслӗ. Пуринчен ытла вӗсен кино ӳкерме пысăк хавхалану пурри савăнтарать. Апла Раççей киновӗн пуласлăх пур. Паллах ӗнтӗ, ӗç пуçлама нихăçан та çăмăл мар. Мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пулаççӗ-ха вӗсем? Хăйсен киновӗсене ӳкернӗ чух мӗн çине таянаççӗ? Совет тапхăрӗ кинематографин ылтăн ӗмӗрӗ пулнă май, çак вăхăтри ӗçсемпе интересленеççӗ-и, тӗслӗхе хураççӗ-и? Çак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврăмăр творчествăлла тӗлпулура.

Николай Котяш сăмахӗсемпе, кӗске метражлă выляв киносенчен нимӗнле пайта та çук. Çавăнпа продюсерсемшӗн вăл интереслех мар. Тăкаксем вара сахал мар, вӗсем аппаратурăпа, транспортпа, монтажпа тата ыттипе çыхăннă. Тепӗр йывăрлăх актерсен графикӗ тӗл килменни. Çавна пула павильон арендине час-час тăсма тӳр килет, каллех тăкаксем.

Кӗске метражлă кинона проката кăларасси  – тепӗр тумхах. Шел те, куракансем ăна тивӗçлипе хакламаççӗ. Çур сехетрен те сахалрах вăхăтра пӗр-пӗр истори каласа пама çăмăл мар. Çавăнпа кӗске киносем прокатра пачах та çук тесен те йăнăш мар. Юлашки вăхăтра вӗсене фестивальсенче кăна курма пулать.

Раççей киновӗн пуласлăхӗ пирки каласан, кунта режиссерсем пӗр шухăшлă пулчӗç. Вӗсен шучӗпе, пысăк бюджетлă киносем хыççăн хăвалама кирлӗ мар. Андрей Огородников шучӗпе, ку енӗпе эпир Голливуда нихăçан та хăваласа çитеймӗпӗр. «Вӗсем хăйсен киновӗсене пӗтӗм тӗнчене кăлараççӗ пулсан, пирӗн прокат çӗршывран инçе каяймасть. Пысăк бюджетлă кино ӳкерме янă тăкаксене тавăрма çук. Пирӗн хамăр пек ахаль çынсем, ӗçлекенсем çинчен ӳкермелле, вӗсен историйӗсене ăнланмалла чӗлхепе каласа памалла». Çакăн пек пӗтӗмлетӳпе вӗçленчӗ тӗлпулу.  

Материалăн тулли версийпе «Сувар» хаçатăн черетлӗ номерӗнче паллашăр.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике