Суйлавра йӗркене пăсакан пулман тет

13.09.2017 16:49 | Хусан (Казань) Печать

Суйлавра йӗркене пăсакан пулман тет

(Ирина Трифонова)10-мӗш сентябрьте иртнӗ суйлава Тутарстанра 437 кандидат хутшăннă, çавсенчен 389-шне 10 политика партийӗпе пӗр обществăлла пӗрлешӳ тăратнă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче ТР Тӗп суйлав комитечӗн (ТСК) председатель çумӗ Валентина Каменькова пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр, вырсарникун республикăра муниципаллă йӗркеленӳсен органӗсен хушма суйлавӗ иртнӗ, пурӗ 154 пӗр мандатлă округри 38 муниципаллă йӗркеленӳре, 13 хулапа 128 ял хутлăхӗнче.

Валентина Каменькова сăмахӗсемпе, хушма суйлавсемпе 154 мандата улăштарнă. «Единая Россия» пуринчен те нумайрах вырăн йышăннă – 119 мандат, кам тӗлӗнтӗр ӗнтӗ. Çӗршыври власть партийӗ кирлӗ пулсан ыттисене пӗр вырăн та хăвармӗччӗ. КПРФăн – 5, «Коммунисты России», «Справедливая Россия» партисен, ЛДПРăн 4-шар мандат, ветерансен партийӗн – 3, «Родинăн», «Социаллă тӗрӗслӗхшӗн пенсионерсен партийӗн», «Татарсан – Новый векăн» пурӗ те 2-шер  мандат. Уйрăммăн суйлава хутшăннисен 9 мандат. Суйлава тутарстансем пит активлах хутшăнман, 100 процентран 45,6 проценчӗ кăна суйлав участокӗсене çитнӗ. Ыттисем пурпӗрех нимӗн те улшăнмасть тесе çӳресшӗн мар. ТСК председатель çумӗ ӗнентернӗ тăрăх, суйлавра йӗркене пăснă тӗслӗхсем çук, йăлтах йӗркеллӗ иртнӗ.

Çӗнӗ «халăх» депутачӗсем хăйсен ӗçтешӗсенчен лайăхрах, тӳрӗ кăмăлпа ӗçлессе шанас килет те, темӗн çав....

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике
Продолжается прием заявок на конкурс «Пятьдесят лучших инновационных идей для Республики Татарстан»
Готовые для коммерческой реализации проекты получат поддержку от Инвестиционно-венчурного фонда республики.
10:00 20.09.2017