Пӳркелсен ырă йăлипе

28.09.2017 14:46 | Пăва (Буинский) Печать

Пӳркелсен ырă йăлипе

(Елена Октябрьская) Пăва районĕнчи Пӳркел ял библиотекинче Тăхăрьял тăрăхĕнчи калем ăстисен юбилейĕсене паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Хирти Кушкă ялĕнче çуралса ӳснĕ поэт, прозаик, СССР Писательсен союзĕн пайташĕ Н.В.Симунов çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă тума пуçламăш классенче вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Е.Хлынова библиотекарь çыравçăн кун-çулĕ çинчен каласа пачĕ, кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Николай Васильевич ачасем валли çырнă «Çил мĕн тĕслĕ?» ятлă кĕнекери сăвăсене Артем Архипов, Дима Исаев, Алексей Малышев, Захар Хуторов, Алина Пиколова, Виолета Калашникова, Алина Кротова, Кристина Герасимова, Сергей Плешков, Роман Бутылкин пăхмасăр каласа пачĕç. Ялти поэт, таврапĕлӳçĕ Анатолий Малышев Н.В.Симуновпа тĕл пулнă самантсене аса илсе каласа пачĕ.

Мероприятие хастар хутшăннă ачасене парне парса чысларĕç, унтан асăнмалăх сăн ӳкерӗнтӗмӗр.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике