Алăка уçнă та пӳрнине çухатнă

02.10.2017 13:51 | Çырчалли (Набережные Челны) Печать

Ку инкек паян Çырчаллинче пулнă. « Шевроле Лачетти» машинăн 21-ти хуçи тăрук машинăн алăкне уçнă иккен. Чарăнсан кăна е пынă чухнех-ши, кăна « Татар-информ» ИА хыпарламасть.

Çапла майпа водитель транспорт юхăмне самай чăрмав кӳнӗ-мӗн. Анчах та кун пекки ырăпа иртменни паллă, уçнă алăка та акă, юнашар пыракан « БМВ 5Х» машина çапса иртсе кайнă.

 Инкекре «Шевроле» хуçи  аллине хытă ыраттарнă-мӗн, БСМП тухтăрсен унăн сылтăм аллинчи шӗвӗр пӳрнине касмах тивнӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике