Этнокультура фестивалӗ пуçланчӗ

04.10.2017 10:00 | Теччӗ (Тетюшиский) Печать

Теччӗре çак кунсенче «Пирӗн кил – Тутарстан» этнокультура фестивалӗн пӗрремӗш суйлав турӗ иртрӗ, тесе пӗлтерет Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчӗн сайӗ. Çичӗ районти ултă халăх хăйӗн культурипе йăли-йӗркине кăтартнă. Çапла вара сцена çине çав кун Апас, Пăва, Тури Услон, Çӗпрел, Кайпăç, Камско-Устьински тата Теччӗ районӗсенчи пултарулăх ушкăнӗсем тухнă. Вӗсем тутар, вырăс, чăваш, мордва, пушкăрт тата украин юрри-ташшине кăтартнă. Жюри 40 пултарулăх номерне курса хакланă. Пӗтӗмпе пӗрремӗш суйлав тапхăрне 250 çын хутшăннă.

Республикăра «Пирӗн кил – Тутарстан» этнокультура фестивалӗн суйлав турӗсем пурӗ 7 пулмалла. Чи лайăх номерсене Тутарстан халăхӗн пӗрлӗхӗн кунӗнче, ноябрӗн 4-мӗшӗнче, Хусанта М. Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче пулакан гала-концертра кăтартӗç.

Аса илтертпӗр, фестивалӗн учредителӗ ТР Культура министерстви, йӗркелекенсем – Тутарстан халăхӗсен ассамблейи тата Туслăх çурчӗ. Пӗлтӗр суйлав турӗсене пурӗ – 1500 çын, гала-концертра 600 çын хутшăннă.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике