Тутлă пуль-ха эсӗ...

06.10.2017 10:40 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Çак кунсенче Аксу районӗнчи пӗр чăваш ялӗнче 40 çулти çынçиене арестленӗ, вăл çӳç-пуç вирелле тăмалла хăрушă преступлени тунă. Хăй сăмахӗсем тăрăх, пӗччен пурăнакан 53-ри пӗлӗшӗ патне ăна тутанса пăхас шутпах килнӗ вăл. Хайхискерне малтан аллипе, унтан тенкелпе çапа-çапа хӗненӗ. Лешӗ сывлама пăрахсан вара мăйӗнчен çӗçӗпе сӗрнӗ те хырăмне çурнă. Ăш-чик пайӗсене çисен, октябрӗн 5-мӗшӗнче хăйех полицие шăнкăравласа пулса-иртни çинчен пӗлтернӗ.

Вырăнти халăх сăмахӗсем тăрăх, хăрушă преступление тунă арçын çак тăрăхри чăвашах, вăл тахçантанпах психика чирӗпе аптăрать, психбольницăра та сипленнӗ. Килтен тухса кайса çухалса çӳрени те пулнă, анчах кун пеккинех унран кӗтмен.

Паллă ӗнтӗ, ку «персонажа» вырăнти йӗрке хуралçисем пӗлмен мар, апла пулин те вӗсем те хыпара малтанах ӗненмен-тӗр, çапах та тӗрӗслевпе килсен ӗненмех тивнӗ, мăйӗнче тата хырăмӗнче каснă сурансемлӗ арçын виллине чăнах та асăрханă.

40 çулти арçын хăй тунă преступленирен тунмасть, следовательсене вăл вилӗмсӗр пулас шутпа пӗлӗшне çинине каланă. Çынçиен енӗпе Тутарстан следователӗсем уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике