Упире ватăсен те вулакан билечӗ пур халь

10.10.2017 14:08 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

 Упире ватăсен те вулакан билечӗ пур халь

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк Ирина Павлован). Ваттисен кунне халалласа Çӗпрел районӗнчи Упи ял библиотекинче те ялти ватăсем валли хаваслă мероприяти ирттермесӗр юлман. Чей ӗçсе ларнă май кунти ватăсем пӗр-пӗрне саламланисӗр пуçне темӗнччен ăшпиллӗн калаçса ларнă. Паллах, иртнине аса илмесӗр иртмест кун пек чух. Вăхăтӗнче хуçалăх ӗçӗнчен  юлман вӗт вӗсем. «Пӗрле пуçтарăнмалли сăлтав ку уяв. Ватăсем пӗр-пӗрин хыпарне пӗлчӗç, хăйсем мӗнпе тата мӗнле пурăннине каласа пачӗç. Литературăра мӗн çинни пирки те сăмах хускатрӗç»,– пӗлтерет вырăнти библиотекарь Ирина Павлова. Вăл библиотекăна çӳрекен ватăсене пурне те савăнăçлă лару-тăрура пӗрлехи вулакан билетне панă иккен. Çапла Упири ватăсем те вулакан билечӗллӗ халь. Билечӗ пур-тăк, библиотекăна тăтăшрах килмелли сăлтавӗ те пур апла. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике