Пирус туртнă... е Çӗнӗ Ӳселти пушар

10.10.2017 15:57 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче ӗнер каçхине пысăк инкек пулнине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Кунта пӗр çурт хуралтисемпех çунса кайнă, кил хуçине те çăлайман.

Пушар хуралне кӳршисем шăнкăравласа пӗлтернӗ иккен.

Кун пек инкекре ял халăхӗ çăвар карса пăхса тăрасси йăлара мар, кунта та акă çăлавçăсем киличчен вӗсем пушара сӳнтерме тăрăшнă, кил хуçине çунакан пӳртрен кăларса ӗлкӗрнӗ. Анчах та вăл çак вăхăтра сывламан пулнă ӗнтӗ.

Пирвайхи верси тăрăх, арçын çывăрнă чухнех тӗтӗмпе чыхăнса вилме пултарнă, пушар вара пирус туртнă чух асăрханманнипе тухнă. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике