Ял больници те тухтăрсăр ан пултăр çав

11.10.2017 15:48 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Çӗпрел район тӗп больницинче кадрсем çитмеççӗ темелли çук. Юлашки çулсенче кăна кунта 10 специалист килнӗ. Район администраци пуçлăхӗ Александр Шадриков вӗсемпе тӗлпулăва килнине хыпарлать «Тăван ен» хаçат. Вăл район больницине çакăн чухлӗ специалист килни тахçантанпах пулманнине палăртса çамрăк тухтăрсем районта нумай çул тухăçлă ӗçлессе шаннине пӗлтернӗ. Çамрăк специалистсене пуринчен ытла çурт-йӗр ыйтăвӗ хумхантарать иккен. Ертӳçӗ вӗсене Çӗпрелне килекен специалистсем валли лайăх условисем туса парас тӗлӗшпе район ӗçленине пӗлтернӗ.  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике