Тулли лавпа та ăмăртаççӗ-и?

18.10.2017 12:08 | Элкел (Алькеевский) Печать

Элкел октябрӗн 21-мӗшӗнче районти Сабантуй лапамӗ çумӗнчи ипподромра ут чупăвӗ ирттерме хатӗрленет. Çак уява халăх ыйтнипе йӗркеленине хыпарлать район сайчӗ. Унта çурма ăратлă, рысак лашасем хутшăнаççӗ. «Чи хăвăрт лав» ăмăрту та пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Кӳлнӗ лаша урапи çине 10-шар михӗ тырă тултарса 400 метр дистанцие чупса ăмăртӗç. Паллах, уяв вӗри чейсӗр, кăвайт çинче тутлă шăршă кăларса ăшаланакан шашлыксăр та, хаваслă юрă-ташă концерчӗсӗр те пулмӗ. Ут чупăвне вара Рифкат Сагдеев тренер комментари парса тăрӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике