Сарă çулçăллă парк хитререх

25.10.2017 16:20 | Анат Кама (Нижнекамский) Печать

Сарă çулçăллă парк хитререх

(Людмила Ильгузина, автор сăнӳкерчӗкӗ) Хӗле хатӗрленсе республикăри ялсемпе хуласенче субботниксем иртеççӗ юлашки эрнесенче. Кунсерен тăкăнакан çулçа пуçтарсасси кăна мӗн чухлӗ вăхăт илет. Анат Камăра ав çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ӗçченӗсене шкул ачисем те пулăшаççӗ çак ӗçре. Ак, тӗслӗхрен, 34-мӗш номерлӗ чăваш гимназийӗнче 10-мӗш класра вӗренекенсем иртнӗ эрнере «Çемье» паркра ӳкнӗ çулçăсене пуçтарчӗç. Иртен-çӳренсенчен хăшӗ-пӗри парк сарă çулçăпа илемлӗрех пулни пирки каларӗ, теприсем ачасене тавралăха тирпей кӳнӗшӗн тав турӗç. Шкул ачисем туслăн ӗçленине паркра уçăлса çӳрекен вырăнти фотограф та асăрхамасăр иртсе каяймарӗ, асăнмалăх сăнӳкерчӗк турӗ.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)
Еще в этой категории: « Кама урлă тепӗр кӗпер пулать

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике