Çарăмсансем, ыран ентешлӗх

27.10.2017 16:12 | Çарăмсан (Черемшанский) Печать

Çарăмсансем, ыран ентешлӗх

(Ирина Кузьмина. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Ыран Хусанта Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче Çарăмсан район ентешлӗхӗ пулать. Ентешлӗх кăçал хăйӗн 25 çулне паллă тунăран унăн программи ытти çулсенчинчен анлă пулать. Фойере малтан район территорийӗнче пурăнакан халăхсен кӗтесӗсене йӗркелеççӗ. Район чăвашӗсен представителӗсем кăçал Акрель ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Çăлкуç» ансамбль тата Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ пулаççӗ. Вӗсем наци апат-çимӗçне, ал ӗçпе промыслисен ӗçӗсен, халăх культурипе çыхăннă ытти куравсене хатӗрлеççӗ.

Мероприятин официаллă пайӗ каçхине 17 сехетре пуçланать. Çарăмсан чăвашӗсен пултарулăхӗпе паллашас кăмăллисене маларах килме сӗнетпӗр. Мӗншӗн тесен чăвашсемпе çыхăннă культура пайӗ сцена çинче мар, фойере интереслӗрех пулать.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике