«Çӗнӗ Шупашкар» ишеве тухать

31.10.2017 14:29 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

«Çӗнӗ Шупашкар» ишеве тухать

Балти флотӗнче çитес вăхăтра тепӗр тральщик Чăваш Ен хулин ятне илессине пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Балти флочӗн командующийӗ Александр Носатов «БТ-212» база тральщикӗн ятне улӑштарса «Çӗнӗ Шупашкар» ят парасси пирки документа октябрӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ иккен. Сăмах май, ку тральщик 49 метр çӳллӗш, Балти флочӗн йышне 1991 ҫулта кӗнӗ.

Балти флочӗ Чăваш Ене питӗ кăмăллать пулмалла, çакă унăн командующийӗн йăх-несӗл тымарӗсем ку тăрăхран мар-ши текен шухăш та çуратать. Мӗншӗн тесен флотра «Чăваш Ен» тата «Шупашкар» ракета катерӗсем пурччӗ ӗнтӗ. (Сăнӳкерчӗк чăваш халăх сайтӗнчен).

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике