Шупашкарта чăвашла кино кăтартаççӗ

06.11.2017 09:38 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Шупашкарта чăвашла кино кăтартаççӗ

 

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ Шупашкарта кăçал ноябрӗн 13-17-мĕшĕсенче иртнине хыпарлать ЧНК пресс-служби.  Кинофестивале «Çеçпĕл» кинотеатрта савăнăçлă лару-тăрура уçӗç.

Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, фестивале пурӗ 17 фильм тăратнă. Вĕсенчен 7-шĕ  – илемлĕ, 8-шĕ документлă, икĕ ĕç анимациллĕ фильмсем. Ӗçсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Унсăр пуçне «Чăваш киноӳнерне аталантарма пысăк вăй хунăшăн» уйрăм чыслав палăртнă. Кинофестивальте фильм авторĕсемпе тĕлпулусем, хăтлавсем тата мастер-классем иртмелле. Фильмсене Чăваш Енĕн Наци библиотекинче, «Çеçпĕл» кинотеатрта тата Электрон документацийĕн архивĕнче тӳлевсĕр кăтартаççӗ (Сăнӳкерчӗк Олег Мальцевăн). 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике