Туй курма Элмете каймалла

08.11.2017 11:47 | Элмет (Альметьевский) Печать

Туй курма Элмете каймалла

( Ирина Кузьмина. И. Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстана май пур таран нумайрах туристсем килччӗр тесен Пăлхар тата Свияжск утрав-хула пек заповедниксем пурри кăна çителӗксӗр, районсенче этнотуризма аталантармалла. Кун çинчен ТР Президенчӗ Р.Минниханов ларусенче пӗрре мар каланă. Мӗн-ха вăл этнотуризм? Туристсене халăх культурипе, йăли-йӗркипе, промыслипе паллаштарни. Нумай нациллӗ республикăн ку енӗпе инфраструктурăна кăна аталантармалла, мӗншӗн тесен халăхсенче йăла-йӗркесем сыхланса юлнă-ха.

Камăн, камăн та, этнотуризм чăвашсен лайăх аталанмалла пек, туристсене кăтартмалли культура пирӗн пуян, анчах яланхи хăюсăрлăх такăнтарать пулмалла, ку енӗпе утăм тăвакансем Чăваш Республикинче те, ытти регионсенче те çукпа пӗрех. Тутарстанра та акă, чăвашсем йышлăн пурăнакан районсенчен пӗр Элмет районӗ кăна этнотуризм программине кӗнӗ. Вăл – Патраклă ял хутлăхӗ.

Районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Инна Ивановна Альмукова пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем республикăри этнотуризм программине 2015 çулхи декабрь уйăхӗнче чăваш туйӗн йăлипе кӗнӗ.

Аса илтеретпӗр, ку ял хутлăхне чăваш тӗнчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» фестивалӗ тăрăх пӗлет. Пӗрремӗш туристсене вӗсем ун чух «Ямашнефть» ту-йӗлтӗр базинче чăваш туйне кăтартнă. Туристсен кăмăлне каяс тесен, паллах, йăла-йӗркене ячӗшӗн кăна тумалла мар. Элметсем те акă ку ӗçе тӗплӗн пурнăçлама тăрăшаççӗ, Патраклăпа Пӳсрекри «Çеçпӗл», «Пилеш», Элмет хулинчи «Альметнефть» НГДУ çумӗнчи «Туслăх» чăваш ансамблӗсене явăçтарнă. Вырăнти ял халăхӗ те йăлана хутшăнмасăр юлмасть. Çапла вара икӗ çулта Элмет чăвашӗсем туристсен виçӗ ушкăнне туй кăтартма ӗлкӗрнӗ. Кăçал çулла Элметри тухтăрсен пысăк делегацине Патраклăри «Учук» фестиваль тӳремӗнчех йышăннă.

Йăла-йӗркене кăтартма ял халăхӗ те пулăшать пире. Кăçал пуçласа вӗсене нумаях мар пулсан та, укçа пама пултартăмăр. Çак икӗ çулта туй йăли-йӗркине кăтартса хамăр çинчен пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Çавăнпа малашне пире ытти йăла-йӗркене те кăтартма ирӗк пама шантарчӗç, – терӗ пире И.Альмукова телефонпа çыхăнсан.

Элмет чăвашӗсен этнотуризма аталантармалли планӗсем тата пысăк. Вӗсем Патраклăра чăн-чăн чăваш кил-çуртне, хуралтисемпе пӗрлех, туса лартма шутлаççӗ. Ун чух туристсем унта çӗр каçса е темиçе кун пурăнсах чăваш пурнăçӗпе, йăли-йӗркипе паллашма пултарӗç.

Чăн-чăн чăваш çуртне туса лартма тахçанах ӗмӗтленетпӗр. Унта кăмаки те пултăр, мунчи те... Çак ӗçе тăвакан çыннăмăрсем те пур, укçа-тенкӗ кăна тупаймарăмăр-ха хальлӗхе,– тет Инна Ивановна кун пирки.

Туристсене чăваш культурипе çакăн пек шайра кăтартакансем республикăра урăх çук-ха, эппин Элмет чăвашӗсене ку енчен те мухтамалла кăна, вӗсем саманапа тан утса культурăна тата çӳллӗрех шая хăпартаççӗ.

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике