Культура пайӗн ертӳçи çирӗклӗсем

08.11.2017 13:17 | Аксу (Аксубаевский) Печать

 Культура пайӗн ертӳçи çирӗклӗсем

Аксу муниципаллă район Ӗçтăвкомӗн культура пайӗн çӗнӗ ертӳçӗ, тесе пӗлтерет Аксу райхаçачӗ. Çак должноçа Çирӗклӗ чăвашне Алексей Тимирясова суйланă.

Алексей Сергеевич Тимирясов 1986 çулхи октябрӗн 14-мӗшӗнче Çирӗклӗре çуралнă, Савгачево гимназине пӗтернӗ. 2009 çулта Хусанта Н.Э. Бауман ячӗллӗ патшалăх ветеринари академине пӗтернӗ, хальхи вăхăтра В.Г.Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инноваци университечӗн юридици факультетӗнче куçăн мар майпа вӗренет.

Ӗç çулне Хусанти экономика, управленипе право институтӗнче студентсене вӗрентнинчен пуçланă. Тăван района таврăнсан ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринари управленийӗн Алексеевски районӗн уйрăмӗн госветинспекторӗнче, Аксу район Ӗçтăвкомӗн административлă комиссине ертсе пынă. (Сăнӳкерчӗк «Ял пурнăçӗ» хаçат сайтӗнчен).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике