Паян РФ шалти ӗçсен органӗсен ӗçченӗн кунӗ

10.11.2017 09:52 | Хусан (Казань) Печать

 Паян РФ шалти ӗçсен органӗсен ӗçченӗн кунӗ

Йӗрке хуралӗнче тăракан сотрудниксене пурне те профессилле уяв ячӗпе саламласа çăмăл мар ӗçре ăнăçу сунатпăр. Сăмах май, Шалти ӗçсен халăх комиссарӗ А.И. Рыков «Ӗç милицийӗ çинчен» постановление алă пуснăранпа (1917 çулхи ноябрӗн 10-мӗшӗ) паян 100 çул. Апла пулсан та профессилле уяв пек ăна 1962 çулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче СССР Аслă Канашӗн Президиумӗн указӗ тухнă хыççăн кăна паллă тума тытăннă. Уяв ячӗ çак вăхăтранпа темиçе те улшăннă. 2011 çулхи мартăн 1-мӗшӗнче «Полици çинчен» çӗнӗ закон вăя кӗрсен РФ Президенчӗн указӗпе ăна «РФ шалти ӗçсен ӗçченӗн кунӗ» тесе çирӗплетнӗ.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике