Хӗрсем те çара каяççӗ пирӗн

10.11.2017 11:51 | Хусан (Казань) Печать

  Хӗрсем те çара каяççӗ пирӗн

(С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ). Çара контрактпа каясси арçынсемшӗн кăна мар, хӗрарăмсемшӗн те шăл çемми. Тутарстанри контрактпа çара кайма суйласа илекен пункт ертӳçин çумӗ В.Елагин подполковник «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, республикăран çуллен 800-1400 çын çара контрактпа каять. Тӗпрен илсен, вӗсем салтакран килнӗ каччăсем. Анчах та çак шухăшлă хӗрарăмсен шучӗ те ӳсет иккен. Юлашки 5 çулта республикăри 45 хӗр-хӗрарăм салтака контрактпа кайнă.

Суйласа илмелли требованисем пурин валли те пӗр-мӗн: унта каяс текенсем 18 - 40 çулта тата çарта кирлӗ профессиллӗ пулмалла. Ӳт-пӳ хăнăхăвне тӗрӗслемелли нормативсем кăна хӗрсем валли кăшт çăмăлрах иккен.

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике